Куян


Çăхав


Упа патне Куян чупса пырать. Ырăпа мар, çăхав канăç паман ăна.

— Кӳрентерчĕç, — тет çакскер, куçне шăлса, — мăшкăл тӳсетĕп çăткăн Тилĕрен.

Упа çăхав тесен кирек кама та тытса çурма хатĕр. Куян çине çаврăнса пăхать те, кăшкăрса пăрахать:

— Хăçан пĕтет çăхав тавраш?! Пуршăн-çукшăн çăвар карма хатĕр! Суда памалла сан пек путсĕр чуна!

Пĕр каçрах çĕр те икĕ куян тытрăм


Хисеплĕ ачасем!

Хăвăрах пĕлетĕр, ман атте те, асаттен аслашшĕ те сунарçă пулман. Асаттен аслашшĕ кăна мар, пирĕн пĕтĕм йăхра та ĕмĕрне сунарçă пулман. Çавăнпа манран пурте çапла ыйтаççĕ:

— Çтаппан пичче, эс мĕнле майпа çав тери чаплă сунарçă пулнă-ха?

Тӳррипе каласан эпĕ чаплă та паллă сунарçă пулнинчен нимĕнех те тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен ман пек сунарçă пулма такам та пултарать. Чаплă сунарçă пулма пĕр япала çеç кирлĕ, вăл темĕн те пĕр шутлама пултаракан пуç пулать. Ун пек ăслă пуç пулсан вара такам та чаплă сунарçă пулма пултарать. Анчах манăнни пек ăслă пуç кирек камăн та çук çав. Акă мĕншĕн эпĕ тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулса тăтăм.

Ман пуç чăнах та питĕ ăслă. Вăл темĕнле тĕлĕнмелле япаласем те шухăшласа кăларать. Тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулмалли шухăша та вăлах шутласа кăларчĕ. Вăл акă мĕнле пулчĕ. Эпĕ ун чухне вунă çулхи ачаччĕ. Эпĕ ытти ачасем пек имшеркке те хăюсăр пулман, атте тăвакан пур ĕçе те хутшăнаттăм, пысăк ачасемпе пĕрле Ямаш вăрманне куянсем йĕрлеме те каяттăм. Тӳрех каламалла: ман пек паттăр ялта урăх пĕр ача та пулман.

Малалла

Ӳсĕр куян


Çуралнă кун-ши пулнă е уяв —

Çитет тет Чĕрĕп тус патне Куян.

Туссем нумай, шавлаççĕ пит,

Эрех — юхать, пĕлмеççĕ чик.

Каять Куян ӳсĕрĕлсе,

Ларать çакскер мĕкĕлтетсе.

Унтан ура çине тăрса:

«Киле каяп!», — тет çухăрса.

«Ларсам, тупаймăн вĕт килна, —

Тет Чĕрĕп ӳсĕр Куяна.

— Пăхсам, епле тайкаланан,

Кăштах выртсам-ха, урăлсам.

Хăрушă халĕ вăрманта —

Çӳрет тееççĕ Арăслан».

Куян кĕмерĕ ӳкĕте:

«Кам?! Арăслан?! Çав мĕкĕте?!

Эп хам ăна тытса çиеп,

Тирне çич хут сӳсе илеп,

Çап-çарамас, Африкăна,

Хуса яратăп эп ăна!..»

Пырать хайхи вăрманпала,

Улать, кĕрлет ват кашкăрла.

«Мĕн Арăслан! Тĕк вĕçтерсе

Эпир унтан вăйлисенне!»

Çак ӳсĕркке шавне илтсе

Вăранчĕ Арăслан сиксе.

Вăл ячĕ-илчĕ куяна:

«Мĕскер шавлатăн, тунката,

Памастăн çывăрма мана?!

Ай-уй, эс ӳсĕр-çке ача!

Хыпса тултарнă мăй таран!»

Куян веç урăлч самантра!

Сăлтав шырать вăл çăлăнма:

«Эп мĕн... Эп леш... Сире ăнлантарма...

Малалла

Аптăранă кăвакал


«Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă», — тесе ватăсем ахальтен каламаннине эсир аван пĕлетĕр. Кăвакал тенĕрен, кунта калаçу кăвакал çинчен мар, куян çинчен пырать.

Ăнланмалларах пултăр тесе йĕркипе каласа парам. Пĕринче, кăнтăрла иртсен, кил картине вутă çурма тухрăм. Нумаях та ĕçлеймерĕм, ача-пăча çуйхашни, такама хăваласа кăшкăрашни хăлхана кĕрсе кайрĕ:

— Эй, курăр-ха, курăр! Ялах кĕрсе тарчĕ вĕт!

— Эй, пӳлĕр!

— Вĕс, Хураçка, вĕс!

Вăн-вăн, Витали пиччесем енне пăрăнчĕ!

Унччен те пулмарĕ — çурри уçă хапхаран куян вĕçтерсе кĕчĕ, эпĕ тăнине те пăхса тăмарĕ, çывăхах пырса ларчĕ. Ак тамаша — аптăранă кăвакал… Чĕрĕ мулкача кун пек çывăхран нихăçан та курманччĕ. Мĕн тери хитре иккен вăл! Кĕрĕкĕ шап-шурă та кăпăшка, хăлхисем унталла-кунталла вылянаççĕ, куçĕсем кăвар пек çунаççĕ. Хăй сиксех чĕтрет, пашкать.

Эпĕ мулкач çумĕнчен иртсе хапха хупма кайрăм. Кĕçех ял ачисемпе çамрăксем те пырса çитрĕç. Эпĕ урама тухрăм, алăка хупрăм.

— Витали пичче, — теççĕ çамрăксем, — сирĕн пата куян кĕрсе тарчĕ. Эс курмарăн-и?

— Çук, — мулкача çав тери хĕрхеннипе суяс килмен çĕртенех суйрăм эпĕ. — Чипер кăна вут çураттăм. Кăшкăрашнине илтрĕм те мĕн пулнăши тесе тухса пăхас терĕм.

Малалла

Куянкка


Куян, Куян, Куянкка

Кулянмашкăн пит ăста,

Тата ăста, пит ăста —

Кучан çиме пит ăста,

Тата ăста пит ăста —

Мухтанмашкăн пит ăста,

Тата ăста пит ăста —

Тащламашкăн пит ăста.

Ташла пĕлмен çынсене

Пăхса тăма намăс та!

Кукка асли пулсан


Кашкăр çамрăк Куяна

Пĕр апат тума шутлать.

— Тĕкĕнеймĕн эс мана, —

Чалăш куç йăл-йăл кулать.

 

— Мĕншĕн? — ыйтрĕ Кашаман.

— Ман кукка халь ращара

Аслă пуçлăх, — тет Куян,

Леш юлать апатсăрах.

Чим-ха, асту!


Йăкăлт-йăкăл! сиккелесе чăтлăхра Куян пырать. Хăйĕн ури йĕрĕсене вăрăм та лăпсăркка хӳрипе шăлса юрпа хуплать.

Çумра ларакан мăнук манăн кĕреçе пек сухалран тытса:

— Асатте, ан суй, — тесе хучĕ. — Ăçтан Куянăн хӳри çапла пултăр? Акă, пăх-ха, «Сăрлама вĕрен» кĕнекери ӳкерчĕк çине.

— Чим-ха, пепкем, итле малалла, — тетĕп эпĕ, унăн пуçĕнчен шăлса.

— Сана хам илтнĕ халапа каласа паратăп.

— Юрĕ, итлетĕп, — килĕшрĕ шĕвĕркке ман çине шанмасăртарах пăхса.

— Пур чĕрчун та асăрхануллă пулмалла, — сӳтетĕп эпĕ сăмах çăмхине. — Куян та чăнкт! тăратнă хăлхисемпе тавралăха итлет. Ара, сыхлануллă пулмасан, унăн тутлă ашне хапсăнакансем нумайăн.

Тулли уйăх тӳперен кĕмĕл пайăркисене сапать. Кун пек чухне пуçа юрă-çемĕ капланса килет.

 

Пурăнмашкăн питĕ лайăх

Çакă çутă тĕнчере.

Ылтăн хĕвел, кĕмĕл уйăх

Савăнăç кӳреç пире.

 

Куян умне хăва лекрĕ. Чупма чарăнсах Куян ăна малти урисемпе аврĕ те кăшлама пикенчĕ. Эх, еплерех тутлă!

Малалла