Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Аксаринсем патӗнче оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.09.2015 13:30 | 1567 хут пӑхнӑ
Культура

Сӗнтӗрвӑрри районӗнӗн халӑхне концертсем малалла савӑнтараҫҫӗ. Вӗсене артистсем лартаҫҫӗ. Районти хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗнче «Дуняша-стайл» фолк-ушкӑн, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солисчӗсем концерт лартнӑ ӗнтӗ.

Нумаях пулмасть Аксарин ял тӑрӑхӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем пулнӑ. Районта пурӑнакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ку тӑрӑхра кунашкал концертсем халӗччен пулман. Ҫавӑнпа халӑх мероприятие хаваспах пынӑ.

Аксаринсем патне ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та ҫитнӗ. Ытти тӳре-шара та аксаринсене хӑйне евӗр ҫакнашкал уявпа саламлама пынӑ. Вӗсем кунашкал мероприятисем халӑха туслаштарнине, ҫын кӑмӑлне пуянлатнине палӑртнӑ.

Аксаринсем концерт тӑршшӗпех сцена ҫинче мӗн пулса иртнине куҫ илмесӗр сӑнанӑ. Вӗсем ҫакӑн пек концертсем ирттернӗшӗн питӗ савӑннӑ.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Аксарин ял тӑрӑхӗ, #Аксарин, #культура, #концертсем, #Оперӑпа балет театрӗ, #Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, #юрӑпа ташӑ ансамблӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем