Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Комментари ҫырмалли йӗрке

Юрамасть:

  • киревсӗр, усал тата ятлаҫу сӑмахӗсемпе (ҫав шутра цитатӑсенче те!) усӑ курма (эсир усӑ курнӑ сӑмахҫаврӑнӑшӗ е ун вариантчӗ Патмар кӑларнӑ «Ан ятлаҫ» кӗнекере пур пулсан — ку комментарине хуратмалли сӑлтав);
  • ытти хутшӑнакансене кӳрентерме, ятлама (оппонентсене хисеплеме вӗренӗр);
  • кам ҫинчен те пулин (ҫав шутра хутшӑнакансем пирки те) йӗкӗлтесе, витлешсе ҫырма;
  • харпӑр ҫыннӑн хуть те мӗнле даннӑйӗсене (телефон номерӗ, адресӗ, IP тата ыт. те) пӗлтерме;
  • комментарисенче пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем (статьясем,хайлавсем тата ыт.те) вырнаҫтарма (вӗсене кун кӗнекинче вырнаҫтарӑр);
  • пӗр текста темиҫе хут копилесе лартма;
  • тӗлли-паллисӗр ҫырса тухнӑ саспаллисем ҫырма (т-х: фвыавыа);
  • СПАМ таврашӗ кӗртме;
  • сайт тӗрӗслевҫисен ӗҫне хаклама (ҫыру ҫырӑр);
  • урӑх хутшӑнакан ячӗпе ҫырнӑ пек кӑтартма, тепӗр хутшӑнакана евӗрлесе ҫырма;
  • пӗр-пӗр халӑх пирки хисеплемесӗр ҫырма, вӗсен культурине, чӗлхине тата ыттине вырӑнсӑр тиркеме;
  • Чӑваш Республикин пурнӑҫӗ пирки тиркесе кӑна ҫырма;
  • Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсакан текстсем ҫырма;

Чӑваш халӑх сайчӗ йышӑнӑвӗсем:

  • эпир ватӑ ҫынсене хисеплетпӗр, ҫапла май 70 тултарнӑ е аслӑраххисем пирки нимӗнле япӑх факт та пӗлтерме, вӗсене япӑх енчен сӳтсе явма, епле те пулин кӳрентерме юрамасть. Ку йӗрке пирӗнтен уйрӑлнӑ ҫынсем тӗлӗшпе те сарӑлать.
  • чӑвашлӑхшӑн ырми-канми тӑрӑшакансене сума сӑватпӑр. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе явма юрать, анчах та кӳрентерме — ҫук. Кама та пулин пӗр-пӗр комментари унашкал ҫынна кӳрентерни пирки пӗлтерсен эпир ӑна хуратма пултаратпӑр.
  • комментарисенче пӗлтерни тӗрӗс е тӗрӗс маррине факт материалне тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн пулӑртатпӑр. Суя япалана факт материалӗпе хурататпӑр. Комментаринче пӗлтерни тӗрӗс е суя иккенне хамӑр та, ыйтнипе те шырамастпӑр (хӑвӑр тивӗҫтерсен кӑна).
  • эпир пур тӗне те хисеплетпӗр, ҫапла май нихӑш тӗне те хурлама, нихӑшӗ пирки те кӳрентерсе ҫырма юрамасть. Сӳтсе явнӑ чухне те хурлакан, кӳрентерекен фактсемпе усӑ курмалла мар.
  • темӑпа пӗр килмен шухӑшсене хуратма-тасатма пултаратпӑр. Шухӑшӑн пӗр пайӗ темӑна тивӗҫтермест пулсан та ӑна тӗрӗслевҫӗсем тасатма пултараҫҫӗ.

Тӗрӗслевҫӗ ӗҫӗ:

  • тӗрӗслевҫӗ комментарисене вӑхӑт пур чухне тӗрӗслет;
  • тӗрӗслевҫӗ ҫак йӗркевсене пӑхӑнман комментарисене хуратать;
  • тӗрӗслевҫӗ ытти хӑш-пӗр комментарисене те хуратма пултарать — вӑл шута пӗр-пӗрне хирӗҫтерсе яма пултараканнисем кӗреҫҫӗ. Кунпа тӗрӗслевҫӗ тавлашу хӗрӳленсе кайиччен сӳнтерме усӑ курма пултарать;

Ытти:

  • ку йӗркевсем улшӑнма та пултараҫҫӗ, комментарилекен унӑн хальхи версипе усӑ курса ҫырать, ӑна пӑхӑнать.


 
Категорисем: Пӗрлӗх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-03-18 15:03:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10576 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем