Ҫутҫанталӑк
![]() Инкеке лекнисене епле пуҫ ватмалли пирки пуҫлӑхсем пуҫ ватаҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул ӗнер ҫивиттисӗр юлнӑ. Ӑна вӑйлӑ ҫил илсе кайнӑ. Ҫав ялти райпо лавккин те ҫивиттийӗ сиенленнӗ. Инкек 18 хуҫалӑха пырса тивнӗ. Шкул ҫивиттине икӗ эрнере юсаса пӗтерме шантараҫҫӗ, строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ачасене хальлӗхе Сӑкӑтри тата Алманчӑри шкулсенче вӗрентме йышӑннӑ. Ӗнерхи вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл патӑрьелсене кӑна мар, елчӗксемпе шӑмӑршӑсене те шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлнӑ, тӑватӑ ял ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Елчӗк районӗнчи Тип Тимӗшре хушма хуҫалӑхсен хуралтисене илсе кайнӑ, Тӑрӑмра 120 кил ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев инкеке лекнисене пӑрахмассине, пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермелли пирки канашлама пухӑннӑ паянхи канашлура палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |