Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗрпӳ ярмӑркки хӑнана чӗнет!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.06.2010 13:00 | 1727 хут пӑхнӑ
Килӗрех! Хапӑлласа кӗтсе илӗҫ!
Килӗрех! Хапӑлласа кӗтсе илӗҫ!

Мӑн Ҫавал шывӗ хӗрринче ҫулран ҫул пухӑнакан ярмӑркка кӑҫал утӑ уйӑхӗн 8-пе 11-мӗшӗсенче иртӗ.

 

Ҫӗрпӳ ярмӑркки ирттернӗ вырӑн авал ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Хусана каякан ҫул шӑп та лӑп Ҫӗрпӳ витӗр тухнӑ пулнӑ (Ҫӗрпӳ кӗперне те ахаль унта туман — вӑл ҫул ҫинче пулнӑ) — халӗ вара М7 ятлӑ ҫул хула айӑккипе пӑрӑнса иртет. Ӗлӗк-авал (халӗ те ҫавнашкалах!) суту-илӳ пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Япаласене хальхи пек таҫти ҫӗршывсенчен кӳрсе килеймен — килти ӗҫре тӑтӑшах усӑ курмалли хатӗрсене ял ҫынни хӑйех ӑсталанӑ. Сутма вара тӗрлӗ ярмӑрккасене, пасарсене ҫӳренӗ. Унтах хӑй ӑсталама пӗлмен кирлӗ япала туяннӑ. Ҫӗрпӳ хули мӗн авалтан паллӑ — пасар-ярмӑркка йӗркелемелли питӗ лайӑх вырӑн пулнӑ. Унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ те пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра хальхи пек кинотеатрсем, культура керменӗсем пулман — халӑх ярмӑрккасенче савӑннӑ. Шӑп ҫавӑн йышши пасар (ярмӑркка) йӗркеленнӗ те ӗнтӗ Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче. Тихвин мӑнастирӗн ҫумӗнче вырнаҫнӑран Тихвин ярмӑркки те тенӗ ӑна. Хальхи вӑхӑтра ку уя Ярмӑркка тӳремӗ теҫҫӗ.

 

Кӑҫал ярмӑрккӑна килсен эсир кунта тӗрлӗ япала туянма (хакӗсем йӳнӗрех), тӗрлӗ спорт вӑййисене хутшӑнма, юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсен пултарулӑхӗпе килленме пултаратӑр. Асилтеретпӗр — мероприяти кӗҫнерникун, утӑн 8-мӗшӗнче, пуҫланать те вырсарникунчченех тӑсӑлать.

 

Пӗлтӗртен пуҫласа ярмӑркка кун йӗркине ӗҫлӗ пай хушӑнчӗ. Кӑҫал вара мероприяти шӑп ҫав ӗҫлӗ пайран пуҫланӗ — «Кипекҫе» ТМЯО хуҫалӑхӗнче сысна фермине, федераллӑ трасса хӗрринче мӑхаҫӑн (магазин), Михайловка ял тӑрӑхӗнче фельдшерпа аккушер пунктне уҫӗҫ, Чиричкасси шкулӗ ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкӑнне туса хурӗҫ. Объекчӗсем ярмӑркка ҫумӗнче мар пулин те район администрацийӗ (ярмӑркка оргкомитечӗн председателӗ — Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ) вӗсене хута янине ҫав мероприятипе ҫыхӑнтарасшӑн.

 

Мероприятие кӗҫнерникун 18 сехетре уҫӗҫ. Ку кун эсир пӗчӗк тата вӑтам предпринмательсен ӗҫне ҫутатакан куравпа паллашма пултаратӑр. Ярмӑркка тӳремӗнче «Ҫавал» ансамбль хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ.

#Ҫӗрпӳ ярмӑркки, #Ҫӗрпӳ, #Михайловка ял тӑрӑхӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем