Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шкулӑн 120 ҫулхи юбилей тӗлне парне

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.09.2010 21:09 | 5038 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта икӗ хут Совет Союзӗн Геройне, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне, СССР летчик-космонавтне А. Г. Николаева асӑнса «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн эстафета чупӑвӗ иртрӗ. Унта Трак енри 7 команда вӑй виҫрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртуран Трак гимназийӗн команди Олимп чемпионкин Валентина Егорован кубокӗпе таврӑнчӗ.

Чӑваш Ен прессин спорт фестивальне хутшӑнма килнисене ЧР Президенчӗ М. В. Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, хӑвӑрт утас енӗпе Олимп чемпионки, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ Елена Николаева, ҫамрӑксен пӗрремӗш Олимп вӑййисен чемпионки Екатерина Блесткина, «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗ А. Г. Соловьев ӑшшӑн саламларӗҫ, ӑнӑҫлӑ стартпа финиш сунчӗҫ.

Чи малтанах старта хаҫатҫӑсем тухрӗҫ. 14 команда вӑй виҫрӗ кунта. Ытти ҫулсенчи евӗрех Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Альмаматер» команда ҫӗнтерчӗ. Красноармейски районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗн команди 7-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Ун чысне социаллӑ ыйтусен пайӗн редакторӗпе Надежда Сидоровапа райхаҫатӑн тӗп редакторӗ Иван Прокопьев хӳтӗлерӗҫ.

Районти спорт ветеранӗсен команди ку хутӗнче тӑваттӑмӗш, ҫамрӑксен команди пиллӗкӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Трак гимназийӗн кӑтартӑвӗ савӑнтарать, вӑл 10х400 м эстафетӑна 10 минут та 26,3 ҫеккунтра вӗҫлесе Чӑваш Енри вӑтам шкулсем хушшинче виҫҫӗмӗш, яллӑ районсем хушшинче чи лайӑх вӑхӑт кӑтартрӗ, Олимп чемпионкин Валентина Егорован куҫса ҫӳрекен кубокне иккӗмӗш хут ҫӗнсе илчӗ.

— Ку шкулӑн 120 ҫулхи юбилейне хӑйне май парне пулчӗ, — пӗлтерчӗ команда наставникӗ Владимир Валерьянович Моисеев. Гимнази чысне ҫаксем хӳтӗлерӗҫ: Анжела Тимонова, Надежда Егорова, Алексей Пантелеймонов, Любовь Егорова, Александр Илларионов, Дмитрий Марков, Николай Петров (пурте 11-мӗш класран), Алексей Перепелкин (10 «А»), Елизавета Жестянова (10 «Б»), Анжела Смирнова (7 кл.).

«Советская Чувашия» хаҫат эстафетинче унччен гимназистсем 1989, 2002 ҫулсенче виҫҫӗмӗш, 2001 тата 2003 ҫулсенче иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑччӗ. Вӗсене черетлӗ ҫитӗнӳпе саламласа тата пысӑкрах ӳсӗмсем тума ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр.

#Советская Чувашия, #ӑмӑртусем, #спорт, #Красноармейски районӗ, #эстафетӑсем, #Андриян Николаев

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем