Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Каҫал тӑрӑхӗнчи историксен фестивалӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 23.03.2016 10:48 | 1541 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Комсомольски районӗнчи шкулсенче кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗрен конкурссемпе олимпиадӑсем, семинарсемпе фестивальсем иртеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, сӑмахран, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче хӑйсен черетлӗ фестивальне истори, право, обществознани тата экономика предмечӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальсем кашни ҫулах историри мӗнле те пулин паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ: иртнӗ 2015 ҫул — Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулне халалланӑ, кӑҫал — XIX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ декабристсен пӑлхавӗн юбилейне.

Ҫитнӗ хӑнасене малтанах С.А.Лукиянов шкул директорӗ саламларӗ, шкулӑн пуян историпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн педагогсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ. Унтан виҫӗ ушкӑна пайланса уҫӑ уроксене ирттерме кӑмӑл тунӑ О.Г.Сорокина (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ), Р.Д.Тимаев (Аслӑ Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), И.В.Пильщиков (Урмаел вӑтам шкулӗ) вӗрентекенсем патне саланчӗҫ. Чӑн та, тӗплӗн хатӗрленнӗ ҫамрӑк вӗрентекенсем фестивале: шкул ачисене те, ытти шкулсенчен килнӗ вӗрентекенсене те кӑсӑклантарчӗҫ вӗсем. Хыҫҫӑн аслӑчурачӑксем хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ: Татьяна Юрьевна Мальчикова, Галина Федоровна тата Владимир Васильевич Никифоровсем декабристсене халалласа пысӑк мероприяти йӗркелесе ирттерчӗҫ. Унта аслӑ классенче вӗренекен ачасем хутшӑнчӗҫ, хӑйсене тӗрлӗ енчен кӑтартма пултарчӗҫ. Куракансем вӗсене пысӑк хак парса хакларӗҫ. Уҫӑ уроксене ирттернӗ пур педагога та районти вӗренӱ пайӗн Хисеп хучӗсене парса тивӗҫтермелле, тесе йышӑнчӗҫ.

Фестивальте шкул ачисен тата вӗсене вӗрентекенсен пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсне те йӗркеленӗ. Вӗрентекенсем хушшинче ҫӗнтерӱҫӗ ятне О.Г.Сорокина тивӗҫрӗ, призерсем — Г.А. Белкова тата Л.А. Катмакова. Ачасен ӗҫӗсем хушшинче ҫӗнтерӱҫӗсем — Аделияпа Адения Купировасем (КСШ №2) тата Виктория Воронова (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ); призерӗсем — Анастасия Исаева (Хырхӗрри тӗп шкулӗ), Анастасия Горбунова (КСШ №1), Диля Минуллина (Урмаел вӑтам шкулӗ).

Паллах, тӗл пулнӑ чух вӗрентекенсем ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен те калаҫрӗҫ. Ҫитес ҫул валли тӗрлӗ кӗнеке издательствисем хатӗрлесе кӑларнӑ истори вӗренӱ кӗнекисене сӱтсе яврӗҫ, вӗренӱ ҫулталӑкӗ вӗҫӗнче иртекен ППЭ (ЕГЭ) тата ТПЭ (ОГЭ) ҫӗнӗлӗхӗсемпе кӑсӑкланчӗҫ, ытти ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗҫ.

Фестивале ҫӱллӗ шайра ирттерес тесе Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн администрацийӗ, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем нумай ӗҫ тунӑ, вӑй-хал хунӑ, тӑрӑшнӑ. И.Б.Ярлыгина методист тата историксен районти методикӑлла пӗрлешӗвне ертсе пыракан И.В.Васильева хуҫасене тав сӑмахӗ каларӗҫ.

Паллах, пӗр-пӗрин опытне, курнӑ ҫӗнӗ мелсене вӗрентекенсем малашне хӑйсен кулленхи ӗҫӗнче усӑ курасси куҫкӗрет.

#Урмаел, #Аслӑ Ҫӗрпӳел, #Хырай Ӗнел, #шкулсем, #Комсомольски, #вӗренӳ, #Аслӑ Чурачӑк, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем