Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енчи кӗвӗҫӗсем ларӑва пухӑнчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.10.2010 12:43 | 1984 хут пӑхнӑ

Трак енти музыка обществи халь хӑй тӗллӗн вӗреннӗ 18 кӗвӗҫе пӗрлештерет, вӗсем пурте пултарулӑх лаҫҫинче тӳпе хываҫҫӗ, ҫӗнӗ юрӑсем ҫыраҫҫӗ.

Красноармейски районӗн музыка обществин правленийӗн председателӗнче районти ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер шкулӗн директорӗ Николай Никоноров ӗҫлет.

Юпан 12-мӗшӗнче, ытларикун, малтан палӑртнӑ пекех районти халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче музыка обществин ларӑвӗ иртнӗ. Унта виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ.

Композиторсем умӗнче малтанах правлени председателӗ Н.Никоноров тухса калаҫнӑ, кӑҫал чӳк, раштав уйӑхӗсенче пурнӑҫламалли ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ. Акӑ чӳк уйӑхӗнче районти ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер шкулӗнче юрӑ-кӗвӗ ҫыракансене нотӑсене компьютерпа ҫырма хӑнӑхтармалли занятисене йӗркелеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗнче вара Алманчри вӑтам шкулта ҫамрӑк юрӑҫсен фестивалӗ пулать. Ку тӑрӑхра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ Олег Димитриев композитор ҫуралса ӳснӗ.

Ларура Кӑлавара ҫуралнӑ, Красноармейскинче пурӑннӑ хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор Наум Григорьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнӑ май, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен районти Н. Янкас пӗрлӗхӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ Николай Ершов (Янгер) сӑвӑҫ каласа панӑ. Асӑннӑ ыйтупа Н. Никоноров, Ю. Романов, Г. Ефимов (Тусли) тата Н. Григорьев композиторӑн ывӑлӗ Анатолий Григорьев сӑмах илнӗ.

Пухӑннисем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа Н.Григорьев композитор Красноармейскинче пурӑннӑ ҫурт ҫине Асӑну хӑми ҫакмаллине палӑртнӑ.

Ларура Кушкӑра ҫуралса ӳснӗ Илья Романович Степанов композиторӑн анчахрах пичетленсе тухнӑ юрӑсен пиллӗкмӗш «Ӑшӑ ҫилӗ вӗрнӗҫем…» кӗнекин презентацийӗ пулнӑ. Ӑна автор Зоя Сывлӑмпи сӑвӑҫӑн 32 сӑввипе кӗвве хывнӑ.

Кӗнекене тишкернӗ ҫӗре районти халӑх пултарулӑх ҫурчӗн информаципе методика центрӗн заведующийӗ Л. Игнатьева, Ю. Романов, Г. Дубров, В. Рудникова композитор, А. Алексеев баянист-юрӑҫ хутшӑннӑ.

#Кушкӑ, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #ларусем, #Кӑлава, #Алманчӑ, #ӳнер

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем