Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Чутайсене «Министерство пуйӑсӗнчи» тухтӑрсем тӗрӗсленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 06.07.2016 10:53 | 1363 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
Чутайсене «пуйӑсри» тухтӑрсем тӗрӗслеҫҫӗ
Чутайсене «пуйӑсри» тухтӑрсем тӗрӗслеҫҫӗ

Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районне «Министерство пуйӑсӗ» пырса ҫитнӗ. Пысӑк портфельлӗ ҫынсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, пуйӑспа мар, урапасемпех ыпрса ҫитнӗ.

Акци ятне ҫавӑн пек панӑскере хутшӑннисен йышӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав, Культура, Ӗҫлев, Транспорт тата Ял хуҫалӑх министерствисенче тӑрӑшакан тӳре-шара пулнӑ. Пуҫлӑхсенчен ҫавӑн пекех Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов тата вырӑнти район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацине ертсе пыракан Александр Башкиров пулнӑ. Вӗсем халӑхпа тӗлпулнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ тесе ҫырнӑ Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн сайтӗнче.

Ҫынсемшӗн чи пахи — тӗрлӗ тухтӑр тӗрӗслени. «Министерство пуйӑсӗ» акцине ирттернӗ май хӗрлӗ чутайсене ача-пӑча кардиологӗ, невролог, гастроэнтеролог, уролог, акушер-гинеколог, онкомаммолог 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен тӗрӗсленӗ.

#Ял хуҫалӑх министерстви, #сывлӑх, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #Культура министерстви, #Ӗҫлев министерстви, #Транспорт министерстви, #йышӑнусем, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем