Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Паянхи пасьютра Татьяна Акимова 20-мӗш вырӑна тухрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.12.2016 17:26 | 1657 хут пӑхнӑ
Спорт
Татьяна Акимова биатлонистка
Татьяна Акимова биатлонистка

Хальхи вӑхӑтра биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ пырать. Унӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнер, раштавӑн 9-мӗшӗнче, Слловенири Поклюка хулинче пуҫланчӗ. 2016/2017 ҫулсенчи тапхӑрӑн хальхи ӑмӑртӑвӗнче ултӑ тупӑшу пӑхса хӑварнӑ: икӗ спринт (кӗске инҫӗшне чупасси), хӑваласа ҫитессишӗн тупӑшмалли икӗ ӑмӑрту тата икӗ эстафета.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне арҫынсенчен Антон Бабиков (Пушкӑртстан), Максим Цветков (Мускав), Матвей Елисеев (Мускав), Антон Шипулин (Свердловск облаҫӗ), Евгений Гараничев (Тӗмен облаҫӗ), Юрий Шопин (Чӗмпӗр облаҫӗ), хӗрарӑмсенчен Чӑваш Енри Татьяна Акимова, Анастасия Загоруйко (Тӗмен облаҫӗ), Ольга Подчуфарова (Мускав), Екатерина Глазырина (Свердловск облаҫӗ), Светлана Слепцова (Югра) кӗнӗ.

Пӗрремӗш тапхӑрти ӑмӑрту хыҫҫӑн Татьяна Акимова уйрӑм зачетпа Раҫҫей биатлонисчӗсенчен чи вӑйли: ун чухне вӑл 49 очко пухса тӗнчери ҫав ӑмӑртӑва хутшӑннӑ биатлонисткӑсем хушшинче 23-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Ӗнерхи спринтра пирӗн ентеш финишра 29-мӗш вырӑна тухнӑччӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла вӗҫленнӗ пасьютра вӑл хӑйӗн позицине лайӑхлатрӗ — 20-мӗш тухрӗ. Пенӗ чухне Татьяна тӑватӑ хутӗнче те (иккӗ — выртса тата ҫавӑн чухлех — тӑрса) тӗрӗс лектерчӗ.

Тӗнче кубокӗн Швецинчи Эстерсундра иртнӗ пӗрремӗш тапхӑрӗнче Раҫҫей спортсменкисем ҫӗнтерӳпе савӑнтараймарӗҫ. Пӗрне пӗри хӑваласа иртсе каймалла тупӑшнӑ чух арҫынсем тӗлӗнмелле маттур пулчӗҫ: Антон Бабиков пӗрремӗш вырӑна тухрӗ, Максим Цветков — иккӗмӗш. Биатлон ҫӑлтӑрӗ, Францинчи Мартен Фуркад, ун чухне пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашкине йышӑнчӗ.

#Пушкӑртстан, #Мускав, #Словени, #биатлон, #Тӗнче кубокӗ, #спорт, #ӑмӑртусем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Тӗмен облаҫӗ, #Свердловск облаҫӗ, #Поклюка

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем