Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Улатӑрсем спортпа чи туслисене палӑртнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 09.01.2017 08:28 | 1632 хут пӑхнӑ
Спорт

Улатӑр районӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑх тата спортпа массӑллӑ ӗҫе чи лайӑх йӗркеленине палӑртма смотр-конкурс ирттернӗ. Иртнӗ ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне тишкерсен вӗренӳ учрежденийӗсенчен Чуварлей (директорӗ — А.Ю. Смирнов, физкультура учителӗ — В.Н. Ванюхин) тата Ахматовӑри (директорӗ — Т.В. Емельянова, физкультура учителӗ — А.Н. Карпов) шкулсем мала тухнӑ. Первомайскинчи шкул та (директорӗ — Г.Н. Белоусова, физкультура учителӗ — Л.Н. Кулюкина) лайӑххипе палӑрнӑ.

Ял тӑрӑхӗсенчен Стемас (ял тӑрӑхне М.С. Душев ертсе пырать) ял тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшне Чуварлей (Н.В. Климкин) тата Кивӗ Эйпеҫ (В.П. Казанцев) ял тӑрӑхӗсем пайланӑ. Вӗсенче те физкультурӑпа спорт ӗҫне лайӑх йӗркеленӗ.

#Стемас, #вӗренӳ, #Первомайски, #Ахматово, #Чуварлей, #конкурссем, #Улатӑр районӗ, #шкулсем, #спорт, #Кивӗ Эйпеҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем