Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енри шкулсенче — чӑваш чӗлхин вункунлӑхӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.04.2011 11:58 | 2126 хут пӑхнӑ

Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхи вункунлӑхӗ пуҫланчӗ. Акӑ, Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче те администраципе творчествӑлла ӗҫлекен вӗрентекенсен ушкӑнӗн пӗрлехи ларӑвӗнче чӑваш чӗлхи вунӑ кунлӑхӗн ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ. Унта И.Я.Яковлев Аслӑ Вӗрентекене халалласа уроксем иртӗҫ. Класс тулашӗнче вара «Юхма Мишши ҫыравҫӑн нумай енлӗ таланчӗ» рефератсен конкурсӗ, «Юхма Мишши — чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи» электронлӑ хаҫатсен конкурсӗ, Яков Ухсай поэзине юратакансен «Акӑш тӗкӗ евӗр эс ҫемҫе…» илемлӗ вулав ӑмӑртӑвӗ, сӑвӑ ҫыракансен «Чӑваш чӗлхи — анне чӗлхи» литература конкурсӗ, Трак тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройӗ В.В.Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалланӑ «Мӑн Шетмӗ паттӑрӗ» викторина пулӗ. Шкул вулавӑшӗнче вара ачасем И.Я.Яковлев, Я.Г.Ухсай тата М.И.Ильин (Юхма Мишши) хайлавӗсемпе паллашӗҫ.

Акан 21-мӗшӗнче шкулта Республикӑмӑрти районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс иртет. Унта юнашар районсенчи шкулсенчен килнӗ ачасем — инҫет куҫӑмсӑр вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш турӗн ҫӗнтерӳҫисем, чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ.

Вункунлӑх ӗҫсен планӗпе килӗшӳллӗн ачасем Шупашкара, Чӑваш драма театрне те кайса килесшӗн. Вӗсем унта Трак ен тӑрӑхӗн Алманч енче ҫуралса ӳснӗ Александр Пӑртта артист, драматург тата поэт ҫырнӑ пьеса тӑрӑх лартнӑ «Укҫа чул кастарать» спектакле кайса курасшӑн.

Вункунлӑх Чӑваш патшалӑх символӗсен кунне паллӑ тунипе вӗҫленет. Ҫав кун кашни класра Чӑваш патшалӑх Ялавӗпе Гербӗн авторӗн Элли Юрьевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне ҫутатса паракан презентаци курма палӑртнӑ.

#Красноармейски районӗ, #Алманч, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Красноармейски, #Мӑн Шетмӗ, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем