Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Профессор 75 тултарнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.02.2017 14:44 | 1609 хут пӑхнӑ
Культура

Пурӑннӑ пулсан, иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Фёдоров Георгий Иосифович профессор 75 ҫул тултармалаччӗ. Шел те, ҫак куна ҫити вӑл пурӑнса ҫитереймерӗ, виҫӗмҫул пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Паллӑ ӑсчаха, пултаруллӑ ҫыравҫа халалласа наци вулавӑшӗнче ыран, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, юбилей каҫӗ иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.

Юбилей каҫӗнче Георгий Фёдоров профессорӑн пултарулӑхне хак пама ӑслӑлӑх ҫыннисем, ҫыравҫӑсем, тӑванӗсем пухӑнӗҫ. Мероприятире ҫавӑн пекех «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» словарьне пахалӗҫ тата авторне хӑйне халалланӑ асаилӳсен кӗнекипе паллаштарӗҫ.

Федоров Георгий Иосифович 1942 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районне кӗрекен Патаккасси (халӗ Тӑванкасси) ялта ҫуралнӑ. Тӑванкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта ӑс пухнӑ хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Георгий Иосифович ӑслӑлӑхра та, илемлӗ литературӑра та, ӳнерте те палӑрнӑ ҫын. Ӑслӑлӑх енӗпе вӑл илемлӗ литературӑна тӗпченӗ, чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫыравҫӑ ӑсталӑхне илес пулсан, чи малтан унӑн «Рондо» сӑвӑ кӗнекине тата «Ай, мӑнтарӑн, хир мулкачи» повеҫне асӑнма пулать. Георгий Иосифович кӗвӗ те сахал мар кӗвӗленӗ. Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ, пултаруллӑ ҫыравҫӑ пирӗнтен 2015 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

#ӑслӑлӑх, #наци вулавӑшӗ, #юбилейсем, #культура, #хӑтлавсем, #кӗнекесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем