Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкарти контрабандист ҫакланнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.02.2017 06:13 | 1883 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Каҫпа курмалли прибор
Каҫпа курмалли прибор

Шупашкарта пурӑнакан пӗр каччӑ ҫар техникине контрабанда мелӗпе ют ҫӗршыва ӑсатма хӑтланнӑ. 24-рискер тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Мускав районӗнчи суд кӑларнӑ йышӑну тинех саккунлӑ вӑя кӗнӗ.

Каччӑ каҫхине курмалли прибор тата стрелоксен хӗҫ-пӑшалӗ валли прицел саккунлӑ мар майпа туяннӑ. Ку хатӗрсем, сӑмах май, ҫар тӗллевӗллӗ шутланаҫҫӗ. Ҫавсене каччӑ Интернетра пӗлтерӳ парса сутма хӑтланнӑ. Илес текенсем те тупӑннӑ: Японирен, Китайран тата Канадӑран. Анчах таможньӑра тавара тытса чарнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, контрабандист тесе каччӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗпех ӗҫ пуҫарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттармалла тунӑ.

#судсем, #прокуратура, #хӗҫ-пӑшал, #Китай, #Канада, #Япони, #пӑтӑрмахсем, #вӑрӑ-хурахсем, #Шупашкар, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем