Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Республикӑра: Эрне хыпарӗсем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.03.2017 21:19 | 1885 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нарӑсӑн 27-мӗшпе пуш уйӑхӗн 4-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак хыпарсем тухрӗҫ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Алексей Шадриков юрӑҫа тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята пани пирки хыпарларӑмӑр;

Мускаври чӑвашсен автономипе 2013 ҫулта мӗнле пӑтӑрмах пулса иртни ҫинчен каласа патӑмӑр;

Хурлӑхлӑ хыпар та пулчӗ — Мускавра иккен ҫав тӑрӑха ӗҫ шыраса кайнӑ тепӗр чӑвашӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ;

Студенткӑна заняти вӑхӑтӗнчех мӗн сӑлтава пула полици тытса кайни пирки пӗлме пултартӑр;

Суту-илӳ министрӗн хӑш ҫумне ӗҫрен кӑларса янине пӗлтертӗмӗр;

Георгий Егоров Шупашкар районне хӑш вӑхӑтран ертсе пыма пӑрахнине каласа патӑмӑр;

Тутарти усламҫӑсем пирӗн тӑрӑхри чӑх-чӗп хапрӑкне мӗн сӑлтава пула тиркени пирки хыпарларӑмӑр;

Тутлӑ апат пӗҫерекенсем валли мӗнле ҫӗнӗ кӗнеке тухни ҫинчен систертӗмӗр;

Ҫамрӑксен театрӗнче тата кам тава тивӗҫлӗ артист ята тивӗҫни пирки пӗлтертӗмӗр;

Тӳре-шаран ӗҫ укҫин виҫи пирки те хыпарларӑмӑр (ӳсни е чакни пирки — хыпарта пӗлме пулать).

Паллах, ку эрнере ытти кӑсӑклӑ хыпарсем те пулчӗҫ. Эпир сире ҫак эрнере Шупашкарта иртнӗ волейбол ӑмӑртӑвӗ ҫинчен, Шупашкарти аэропортра сусӑрпа мӗнле пӑтӑрмах сиксе тухни пирки, ЕТК карточкине йӳн хакпа хӑҫанччен сутнине, чӑхсӑр хапрӑкра мӗн тума чӗпсем ҫитӗнтерни пирки, Анжелика Сидорова тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма ирӗк пур е ҫукки ҫинчен каласа патӑмӑр.

Яланхи пекех эрнене пӗтӗмлетсе унӑн ятне пӗлтеретпӗр. Пирӗн шутпа ӑна «Мускаври чӑваш автономийӗпе тава тивӗҫлӗ ятсен эрни» теме май пур.

#Мускав, #аэропорт, #Шупашкар, #спорт, #ӑмӑртусем, #ҫитӗнӳсем, #Чӑваш бройлерӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #культура, #эрне хыпарӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем