Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Воспитательсемпе вӗрентекенсен ӗҫ укҫи чӑнах та пысӑк-и?

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Софья Савнеш 08.03.2017 20:23 | 488 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Официаллӑ статистикӑна ӗненес тӗк, Чӑваш Енри вӗрентекенсемпе воспитательсем ӗҫ укҫи самай илеҫҫӗ. Анчах чӑннипе вара вӗсен шалӑвӗ Раҫҫейре чи пӗчӗккисенчен пӗри-мӗн. Халӑх фрончӗн эксперчӗсем ҫапла пӗтӗмлетнӗ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӗтентекенсем вӑтамран 20,8 пин тенкӗ шалу илнӗ. Халӑх фрончӗн эксперчӗсем ирттернӗ ыйтӑм вара урӑхла ҫирӗплетет: паян вӗсем вӑтамран 15,6 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Раҫҫейри вӗрентекенсем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине тишкернӗ танлаштарӑмра ку кӑтарту пиллӗкмӗш йӗркене йышӑнать. Ингушетире, Дагестанра, Мари Элте тата пӗчӗкрех шалу тӳлеҫҫӗ-мӗн.

Чӑваш Енри воспитательсен те ҫакнашкалах лару-тӑру. Росстат вӗсем уйӑхне 17,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ тесе хыпарлать. ОТР информаци службин эксперчӗсем вара урӑхла пӗтӗмлетнӗ: ку специалистсем вӑтамран 9,2 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен 10 пинкӗрен сахалрах шалу илекен воспитательсен йышне кӗнӗ.

#танлаштарӑмсем, #ӗҫ укҫи, #укҫа-тенкӗ, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Рейтинга лекнӗ шкулсене премипе хавхалантарӗҫ
2016, 10, 16
Вӑтам ӗҫ укҫи 22 пин тенкӗпе танлашнӑ
2017, 02, 10
Улатӑрти савут ӗҫченӗсене 3 миллион тенкӗ шалу тӳлемен
2017, 02, 13
Тӑлӑхсене икӗ хут тӳлевсӗр вӗрентӗҫ
2017, 02, 24
Шкул тума банк пулӑшӗ-и?
2017, 03, 07

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org