Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Марина Карягина ҫӗнӗ жанр алла илет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.03.2017 16:11 | 1773 хут пӑхнӑ
Культура

Марина Карягина поэт (тӗрӗссипе вӑл сӑвӑ ӑсти ҫеҫ мар-ха. Драматурги жанрне те вӑл ҫӑмӑлланах парӑнтарать) поэзири ҫӗнӗ жанрлӑ сӑвӑпа паллаштарнӑ. Ӑна вӑл «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ.

Марина Карягина ҫырнӑ тӑрӑх, Германире ӗҫлесе пурӑнакан Сергей Бирюков паллӑ литературовед, поэт, авангард тӗпчевҫи урӑхла ҫырнӑ сӑвӑран питӗ тӗлӗннӗ май вӑл литературӑри ҫӗнӗ жанр тесе палӑртнӑ, ят тупса хума сӗннӗ.

«Йӑхташӑмсем, чӑваш чӗлхине поэзи мелӗпе тарӑнран та тарӑнрах туйса пынӑҫем унӑн паянччен никам тӗкӗнмен тулӑх сийӗсене, ҫӗнӗ хӑватне уҫрӑм. Кӗнеке тытса вулама ӳркенекен пултӑмӑр, кунта та пулин тӑван чӗлхепе вуласа унӑн иксӗлми пуянлӑхӗпе мӑнаҫланар теп. Юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ хайлавсенчен пӗрне сире вулаттарса пӑхас кӑмӑлӑм пур», — тенӗ вӑл Фейсбукра.

«Йӑх элемӗ» сӑвва тӗслӗх евӗр илсе кӑтартнӑ:

Элем! Ҫеҫен ҫӗрӗмӗн ирӗк элемӗ!..

Хӗме те манам астумасан...

Асам ян! уҫ:

Типнӗ мар, ахаль патака ят хунӑ ху!

Чӗтрев-и? - Тӑвӑл-иҫ:

Тавлӑ-шавлӑ шӑван йӑви-темӗ

Е теветкел пӗлӗтӳ хастар?

Уйрӑлу куҫҫулӗ мӗкӗртрӗ кавал.

Яхӑнта Ху:

Ҫӗрӗмӗре пичке пек пикенмӗҫ-иҫ путарма?..

Тытса мар,

Уйрӑм усрам — ҫу-пылпа! - сарӑ шухӑшӑма.

Сӑмах — ут мар...

Ах, Турӑ! Пар ӑс,

Туй сӑмахӑм ӑйрипе хӑйрине!

Туян:

Лап ӳкрӗ, йӑшать-йӑшать те тӗпрен -

Ӳлӗмӗ курӑнать!

Ҫӑлах!

Унтан ҫав сӑвва кутӑнла вуламалли варианта вырнаҫтарнӑ:

«Хал ӑҫтан, ӑру?

Кӗмӗл ӳнер пӗтет

(Ташӑ-и ташӑ? Йӗркӳ? Палнаю?..)

тен, ир: Йӑх эпир!

Йӑмӑхам: ӑс — ют!

Сӑра — пӑр, харам...

Тухам, ӑсам — ӑшӑ хушӑр!

Асапли пуҫ мар - сумӑр: юрамасть!

Ытамра туп ҫиҫӗмне.

Кипке пек чипер ӗмӗрӗ!

Ҫухатнӑ хайлава кӗртрӗ кӗмӗл уҫҫу!

Кулӑр юратса - хӳтӗлӗп:

лек тевете.

Ӗмет-и вӑйна вӑшӑл-вашӑл ват ҫил -

Ӑвӑ тивертӗ чухӑн...

Ух та якат апла —

Харам ӗн пит ҫунаймасан!..

Асам-Ут!

Саманам этемӗ!

Хӗме!

Лекӗрин ӗмӗр ӗҫне ҫеҫ — меле!»

Ҫапла вара монопалиндром пулса тухать. Марина Карягина пултарулӑхне Германири аванград тӗпчевҫи Сергей Бирюков тӗпчеме пуҫланӑ.

#культура, #Германи, #литература, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем