Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.4 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Сенкер инҫет» конкурс иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.03.2017 18:53 | 2119 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Олимпиадӑна хутшӑнакан ачасем
Олимпиадӑна хутшӑнакан ачасем

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистикӑн факультетӗнче чӑваш халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗллевпе «Сенкер инҫет» олимпиада ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта 8—11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. «Чӑваш чӗлхипе литератури» номинацие чӑваш чӗлхиллӗ тата вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем хушшинче пайласа йӗркеленӗ.

Олимпиадӑн куҫӑн тапхӑрне 75 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсене дистанци мелӗпе 669 ачаран суйласа илнӗ.

Чӑваш шкулӗсенчен 8—9-мӗш классем хушшинче Патӑрьел районӗнчи Турханти шкулти Валерия Осипова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Светлана Охлина, виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи Упири Андрей Илларионов.

Чӑваш шкулӗсенче 10—11-мӗш классене вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Патӑрьел районӗнчи Турханти Анастасия Маштакова, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Алексей Охлин, виҫҫӗмӗш вырӑн никама та паман.

Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенчи 8—9-мӗш класри ачасенчен Шупашкарти 27-мӗш шкулти Кристина Смирнова тата Кӳкеҫ лицейӗнчи Виктория Петрова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Софья Алешева тата Кӳкеҫри лицейри Анна Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Константин Храмов.

Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче 10—11-мӗш классенче вӗренекенсенчен Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокри Ксения Леонтьева чи пултарулли, иккӗмӗш вырӑнта — Шупашкарти 62-мӗш шкулти Андрей Леонтьев тата Анастасия Мочалова, виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейскинчи вӑтам шкулти Надежда Козлов тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокри Ольга Артемьева.

#Упи, #ЧПУ, #шкулсем, #ачасем, #Турхан, #Патӑрьел районӗ, #Муркаш районӗ, #вӗренӳ, #Калайкасси, #Красноармейски районӗ, #Шупашкар, #Кӳкеҫ, #Ҫӗрпу районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем