Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш йӑли-йӗркисене упракан

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.11.2006 12:37 | 1302 хут пӑхнӑ

Тӗрлӗ япалапа кӑткӑсланни ҫинчен калаҫу пуҫлансан нумайӑшӗ вӗсем валли хӑҫан вӑхӑт пур-ши? тесе хуравлаҫҫӗ. Ӗҫ, кил-йыш, килти хуҫалӑх. Анчах та килӗшетӗр пулӗ, кам та пулин мӗнпе те пулин чӑнахах та кӑткӑсланать пулсан — ӑна чарма питӗ йывӑр. Элӗкри «Атӑлҫи Россгосстрах» компанире ӗҫлекен Степанова Раиса Александровна хӑйӗн ӗҫӗпе ӑна ҫирӗплетет. Раиса Александровна Элӗк районӗнчи Якунькӑ ялӗнче пурӑнать.

 

Хӑйӗн пӗрремӗш хушпуне вӑл вунӑ ҫул каялла тунӑ. «Малтан бисера леска ҫине чиксе пуҫтарасшӑнчӗ — анчах та пулмарӗ, ҫипе усӑ курма тиврӗ. Йывӑр пулсан та вӗренсе ҫитрӗм» — каласа парать Раиса Александровна, — «Кайран вара ыттисем валли хатӗрлеме пуҫалрӑм — тӑвансем, юлташсем валли». Раиса Александровна пире Ирина хӗрӗ тата кинӗ валли хатӗрленӗ хушпусене кӑтартрӗ. Эрешӗсем пӗрре те пӗр пек мар, хашни хӑй евӗр. «Уяв» ансамбль те ӑна тумтире хатӗерлеме заказ парать. Сӑмах май каласан, ансамбльте Степанов Геннадий Афанасьевич пӑяхамӗ юрлать.

 

Чӑваш пикисемпе хӗрарӑмӗсем хӗр тумӗсенне хатӗрленӗ чухне кӗмӗл укҫаран хатӗрленӗ. Вӗсем вара йывӑр та хаклӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр чухне пӗр калпака хатӗрлемешкӗн темиҫе ҫул кайнӑ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ, 80-90-мӗш ҫулсенче республикӑра вӗсене нумай туяннӑ. Вӑрлани те пулнӑ, анчах та йӑла-йӗркене тытса тӑракансем вӗсене сутман, апрса яман. Халӗ вара хушпупа тухьясене ахаль укҫаран, е ятарласа ҫавракаласа тунӑ пластинӑсенчен хатӗрлеҫҫӗ. «Халӗ бисера илме пулать, малтан вара Мускавран е Прибалтикӑран туянма тиветчӗ», — каласа парать Р. Степанова.

 

Раиса Александровна хӑй те юрлама та ташлама та юратать. Ялти пӗр туй та унсӑр иртмен. Халӗ вара хушпуне ятарлӑ уявсенче /сцена ҫинче/ ҫеҫ тӑхӑнать: асаннене тухнӑ хӗрарӑмсен туй картине тӑма юрамасть. Ҫав ҫавах кашни туйра унӑн чунӗ пур — ӑна вӑл хатӗрленӗ тумсенче тупма пулать. Пирӗн вӑхӑтра вӑл чӑваш йӑли-йӗркисене упраканни шутланать. Ытларах пуласчӗ вӗсем пирӗн хушӑра!

 

Ҫакӑнти статьяна чӑвашла куҫарнӑ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем