Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Элтепер Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.06.2011 11:56 | 1548 хут пӑхнӑ
Игнатьев ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ самантран
Игнатьев ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ самантран

Хаклӑ ҫамрӑк туссем!

Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫамрӑклӑх — пурнӑҫ сиксе вӗрекен тата хӑвӑрт иртекен тапхӑр, ҫавӑнпа та ҫак вӑхӑтра мӗн тума палӑртнине пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле: чӑнлӑх тупсӑмне шыраса тупмалла, ҫӗннине уҫмалла, ҫитӗнӳ тума тӑрӑшмалла. Ахальтен мар вӗт халӑхӑн чи пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ пайӗ кирек хӑҫан та — яш-кӗрӗм.

Ҫамрӑксем тӗлӗшпе тытса пыракан патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ — ҫамрӑк граждансен вӗренӳ правине тивӗҫтересси, вӗсене професси илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма, пӗлӗвӗпе тата пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пулӑшасси. Пирӗн яш-кӗрӗмӗн конкуренци анинче хӑйне тивӗҫлипе кӑтартма, ҫитӗнӳсем тума ӑнтӑлмалла тата яланах ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшмалла. Ҫамрӑксем пӗр-пӗрне юратса ҫирӗп те телейлӗ ҫемье чӑмӑртани вара наци сывлӑхӗпе тӗреклӗхӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать.

Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем паян хӑйсене спортпа политикӑра, вӗренӳпе сывлӑха сыхлас ӗҫре, культурӑпа ӑслӑлӑхра, строительствӑпа промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗпе бизнес ӗҫӗнче тивӗҫлипе кӑтартаҫҫӗ. Эпир Сингапурта иртнӗ Ҫамрӑксен I Олимпиадин чемпионӗсемпе, Раҫҫей Президенчӗн премийӗн лауречӗсемпе, «Ҫурҫӗр полюсӗ патне — йӗлтӗрпе» экспедицие хутшӑннӑ ҫамрӑксемпе, Атӑл леш енчи «Мол-Город» форума йӗркелекенсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр. Пӗлсе тӑратӑп: малта сире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе пысӑк пуласлӑх кӗтеҫҫӗ.

Эпӗ Чӑваш Енӗн тӗлӗнмелле лайӑх ҫамрӑкӗсене чунтан шанатӑп! Сире мӗн пур ырӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳ, ҫирӗп шанӑҫ, тӗллевсемпе ӗмӗтсене пурнӑҫлама вара хастарлӑхпа телей тата юрату сунатӑп.

#Чӑваш Ен, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем