Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Ӳнер музейӗнче М. Спиридоновӑн 94-ри тӑванӗ пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.06.2017 20:26 | 2560 хут пӑхнӑ
Ӳнер
Моисей Спиридонов тӑванӗсем
Моисей Спиридонов тӑванӗсем

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Моисей Спиридонов художникӑн тӑванӗсем пулнӑ. Кун пирки асӑннӑ учрежденин ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Музейра Моисей Спиридоновӑн тӑванӗн хӗрӗ О.И. Меркурьева тата ыттисем пулнӑ. 94 ҫулта пулин те ӳнерпе тата культурӑпа малтанхиллех кӑсӑкланать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнчи музея чылай ҫул ертсе пынӑ. Енӗш Нӑрваш — Спиридоновпа Сверчков художниксен тӑван тӑрӑхӗ. О.И. Меркурьева мӑшӑрӗ П.М. Меркурьев чӑвашсен этнографийӗпе темиҫе ярӑмпа ӳкернӗ.

Моисей Спиридонов — чӑваш живописецӗ, графикӗ. 1890 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. 1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1912-1918 ҫулсенче Питӗрти ӳнер академийӗн Аслӑ ӳнер училищинче Н.С.Самокиш профессор мастерскойӗнче вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех Ӳнер академиӗн Аслӑ Вӗренӳ курсӗсене пӗтернӗ. Шӑхасанти педагогика техникумӗнче вӗрентнӗ, Чӑваш облнаробразӑн ИЗО уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ. 1927–1932 ҫулсенче — АХРРӑн Чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, 1941–1955 ҫулсенче — Чӑваш АССР ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн правлени председателӗ. 1940–1950 ҫулсенче Чӑваш ӳнер училищинче вӗрентнӗ.

#ӳнер, #музейсем, #Тӑвай районӗ, #Енӗш Нӑрваш, #ӳнер музейӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем