Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкарта тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ иртет

Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Таисия Ташней 20.08.2017 18:19 | 651 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ӗнер Шупашкарта тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта Самар, Ӗрӗнпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепир, Омск облаҫӗсенчи, Тутарстан, Калмӑк, Пушкӑртстан, Мӑкшӑ, Мордва республикисенчен, Алтай крайӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем Шупашкарти тӗп сцена ҫинче пултарулӑха кӑтартнӑ. Унччен куракансене тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе паллаштарнӑ, вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа панӑ.

Паян пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ сцена ҫине тухнӑ. 18 сехетре вӗсен гала-концерчӗ пуҫланнӑ. Унтах чи пултаруллисене дипломсемпе наградӑлама палӑртнӑ. Чӑваш тӗррин музейӗнче паян тӗрӗк халӑхӗсен ҫавра сӗтелӗ иртнӗ.

Аса илтерер, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче иртет. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн культура министерстви, Раҫҫейӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ.

#уявсем, #фестивальсем, #Культура, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти тӗрӗк халӑхӗсен фестивальне Челепи облаҫӗнчен те ҫитӗҫ
2017, 06, 29
Шупашкарта кам юрлассине хула ҫыннисем татса парӗҫ
2017, 07, 26
Хулан ҫуралнӑ кунӗнче «Браво» юрлӗ
2017, 07, 31
Шупашкарсене Чапая ыталама чӗнеҫҫӗ
2017, 08, 06
Хула кунӗнче «Туризм мисне» палӑртӗҫ
2017, 08, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org