Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Йӗпреҫ художникӗ театрта ӗҫлекенсене ылмаштармӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 26.08.2017 06:33 | 1621 хут пӑхнӑ
Персона
Валентин Федоров
Валентин Федоров

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров тунтикун йышӑнӗ. Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне 2013 ҫултанпа ертсе пыраканскер оперӑпа балет театрӗнче 1989 ҫултанпа тӗп художникра ӗҫлет. Йӗпреҫре 1960 ҫулта ҫуралнӑ Валентин Федоров Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникра тӑрӑшнӑ.

Тимӗр Акташ журналиста Валентин Федоров пуҫлӑх ӗҫне тунтикунтан кӳлӗнессине пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансенчен вӑл театр Галкинӑн «Атилла» балетне лартассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.

Тӑван культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе вара улшӑнусем пулмӗҫ. Ҫапларах хуравланӑ вӑл Тимӗр Акташа.

#Йӗпреҫ, #ӗҫ вырӑнӗсем, #театрсем, #культура, #Шупашкар, #Мускав, #Йӗпреҫ районӗ, #оперӑпа балет театрӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 3247.11.8414
2017.08.27 19:12
"...Ҫыхёну улшӑнусем пулмӗҫ..." Мӗн тени ку? Чӗлхӳ типсе ларман-и?
Базиль Кириллов // 4795.9.4570
2017.08.28 15:51
Тӳрлетнӗ, анчах картине кӗртеймен...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем