Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Кашмаш шкулне хуптарас килменнипе Путин ячӗпе видеочӗнӳ хатӗрленӗ

Пулӑшу (Услуги) Вырӑна ҫитсе сварка ӗҫӗпе пулӑшатпӑр. Сантехниксемпе сварщиксен пулӑшӑвӗ. Харпӑр...
Сутатӑп Бетон сутатӑп. Илсе ҫитерсе паратӑп.
Сутатӑп Кавăн пуçтаракан пур-ши Чăвашра? Шултра, хăшĕсене йăтма та йывăр. Тĕрлĕ сорт пур...
Вика Сорокина 29.08.2017 19:11 | 199 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа видеочӗнӳ пичетленӗ.

Унта ҫапла каланӑ: «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Пирӗн ялта, Кашмашра, малтанхи шкул кивӗ пирки ҫӗннине тӑвас ыйту ҫивӗч тӑрать. Ӑна тума 2015 ҫула палӑртнӑччӗ. Анчах патшалӑх программине саккуна пӑсса улӑштарнӑ: укҫа-тенкӗ уйӑрассине пӑрахӑҫланӑ, укҫана Чӑваш Ен Элтеперӗн тӑван ялӗнчи шкула тума янӑ. Вӑл шкула тӑвасси малтан нимле программӑра та пулман. Халӗ влаҫ органӗсем ҫӗнӗ шкул тӑвас вырӑнне ӑна пуҫӗпех хупасшӑн. Сире эпир юлашки шанчӑк, Раҫҫей Федерацийӗн шантаруҫи тесе Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗхе чарма ыйтатпӑр!», – тенӗ видеочӗнӳре.

Кунта калани ҫумне ҫакна хушса калама пулать: шкула Михаил Игнатьев тӑван ялӗнче мар, Янӑшра туса лартнӑ. Янӑшри малтанхи шкул сакӑр класc вӗренмелӗх ҫеҫ тата вӑл пӗчӗк те кивӗ пулни паллӑ. Унта халӗ таврари ялсенчи, ҫав шутра Мамӑш енчисем те, савӑнса вӗренеҫҫӗ.

#Янӑш, #Элтепер, #Муркаш районӗ, #Кашмаш, #вӗренӳ, #Шупашкар районӗ, #Мамӑш, #шкулсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вӗрентекенсене шкула илсе ҫитерес ыйтӑва татса панӑ
2016, 10, 21
Янӑшри ватӑсене театра илсе кайнӑ
2016, 10, 25
Сӑнав шкулӗнче те агрокласс уҫӑлнӑ
2016, 12, 12
Патӑрьелте агрокласс ӗҫлеме тытӑннӑ
2016, 12, 29
Кашмашри шкула Путин тӑвасса шанаҫҫӗ
2017, 01, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (24.02.2018)

22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org