Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски районӗн депутачӗсем черетлӗ пухӑва пуҫтарӑнчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 14.09.2011 01:54 | 1817 хут пӑхнӑ
Красноармейски
Красноармейски

Унӑн ӗҫне район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсемсӗр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, Трак енри шкулсен директорӗсем хутшӑннӑ.

Лару кун йӗркине 9 ыйту кӗртнӗччӗ. Пӗрремӗшпе — «ЧР Красноармейски районӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗн статусӗн положенийӗ ҫинчен» ыйтупа район пуҫлӑхӗ В. Григорьев, «ЧР Красноармейски район бюджетӗнче муниципаллӑ служба должноҫӗнче тӑман, анчах должноҫе пурнӑҫлакан ӗҫченсен тӑкакӗсене хак парасси ҫинчен», «Красноармейски районӗн муниципаллӑ службӑн должноҫӗсене улӑштарнӑ чухне квалификаци требованийӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен», «Муниципаллӑ служащисем квалификаци экзаменӗсене парас йӗркен положенийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен» ыйтусемпе райадминистрацин юридици пайӗн ертӳҫи А. Павлов, «Красноармейски районӗнче бюджетпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе дотацие улӑштарас енӗпе кӑштах улшӑнусем кӗртес ҫӗрте хушма нормативсемпе усӑ курасси ҫинчен», «Красноармейски район администрацийӗнче рабочи профессине пурнӑҫлакан ӗҫченсен ӗҫ укҫин условийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен», «Район депутачӗсен Пуху ларӑвӗн 2005 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнчи йышӑнӑвне хушӑмсем кӗртесси ҫинчен», «Район депутачӗсен Пухӑвӗн 2011 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнчи С-6-5 номерлӗ йышӑнӑвне хушӑмсем кӗртесси ҫинчен» ыйтусемпе район администрацийӗн финанс пайӗн начальникӗ Р. Николаева тухса калаҫнӑ.

Кӑҫалхи ҫулла Шупашкар ҫынни, Яманак ялне канма килнӗ А. Никитин пӗвере шыва кӗрекен хӗрачана, ӑнсӑртран путма пуҫланӑскерне, ҫӑлнӑ. Район депутачӗсен Пуху ларӑвӗ А. Никитина «Шывра путакана ҫӑлнӑшӑн» медале парас пирки ыйту пӑхса тухнӑ. Ку ыйтупа Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Николаев тухса калаҫнӑ.

Район депутачӗсен Пухӑвӗн ларӑвӗ мӗн пур ыйтусемпе тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Ларура Ю. Ильин, В. Шестаков, ытти депутатсем, район депутачӗсен Пухӑвӗ ҫумӗнчи старейшинӑсен палатин председателӗ С. Железин, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Александров тухса калаҫнӑ.

Юлашкинчен депутатсем ларӑва хутшӑннӑ тӗн ҫыннисемпе пӗрле Красноармейски ялӗнче ҫӗнӗ чиркӳ тӑвас ыйтӑва ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ.

#Красноармейски, #Яманак, #ларусем, #Красноармейски районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем