Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енри вӑрманҫӑсене ҫӗр парӗҫ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 13.09.2017 20:20 | 275 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Cap.ru порталти сӑн укерчӗк
Cap.ru порталти сӑн укерчӗк

Чӑваш Енӗн вӑрман тата сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене вӑрман фондӗнче шутланакан ҫӗре парӗҫ. Унпа вӗҫем тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ. Анчах ҫурт-йӗр хӑпартса лартма мар. Вӑрман фончӗн ҫӗрне ял хуҫалӑх тӗллевӗпе ҫеҫ усӑ курма юрӗ.

Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче ку ыйтупа тухса калаҫнӑ ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефремов ҫӗнӗлӗх РФ Ҫӗр кодексӗпе, тата тӗрӗсрех каласан, унӑн 24-мӗш статйипе, килӗшсе тӑрасса пӗлтерчӗ.

Вӑрманҫӑсемпе сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ те пысӑк мар. Унта ӗҫлекенсенчен 90 проценчӗ — 35 ҫултан пуҫласа 60 ҫулчченхисем, тата аслӑраххисем те пур. Курӑк ҫулма, вӗлле тытма тата ытти ҫавӑн йышши тӗллевпе усӑ курма ҫӗр уйӑрсан ку отрасле ҫамрӑксем туртӑнасса шанаҫҫӗ.

#ял хуҫалӑхӗ, #вӑрмансем, #саккунсем, #ларусем, #тӳре-шара, #ҫамрӑксем, #ҫӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сӗнтӗрвӑррисем Устава ылмаштарасшӑн
2016, 08, 13
Пылак ҫимӗҫ хуҫисем пӑру вити уҫнӑ
2016, 12, 28
Вӑрмана пули-пулми кӗме чарӗҫ
2017, 04, 26
Республикӑри 19 районта акана тухнӑ
2017, 05, 02
Чӑвашла кӗнеке пичетлеме килес ҫул та укҫа уйӑрӗҫ
2017, 09, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org