Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Чӑваш Ен пирки ТАСС тата «Россия сегодня» информагентствӑсем укҫалла ҫырӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 25.09.2017 18:46 | 1631 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви Чӑваш Ен ҫинчен ҫырма килӗшекен информаци агентствисене палӑртма конкурс ирттернӗ. Халӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ: пирӗн республика ҫинчен тӳлевлӗ ҫырма ТАСС тата «Россия сегодня» (чӑв. Паянхи Раҫҫей) информаци агентствисем килӗшнӗ.

Вӗсене республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурс хыҫҫӑн палӑрнӑ.

Информагенствӑсен тивӗҫлӗ материалсем тупса вӗсене пичете юрӑхлӑ хатӗрлемелле.

Укҫа илекен информаци агентствӑсен Чӑваш Ен пурнӑҫне ҫутатакан материалсене кашни уйӑхрах вырнаҫтармалла.

Икӗ енлӗ килӗшӳ вӑхӑчӗ кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.

#Информаци политикин министерстви, #аукционсем, #укҫа-тенкӗ, #конкурссем, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 9838.8.0346
2017.09.25 21:56
Мӗншӗн укҫалла? Укҫалла рекламӑна тӑваҫҫӗ. Укҫалла заказ паракан хушма пултарать: "Лайӑхине кӑна ҫыр, ӳкер! Начаррине ан ҫыр, ан ӳкер!" Апла пулсан, ӑҫта чӑнлӑха, критикине, кӗртмелле, хумалла? Тата Чӑваш Ен бюджечӗ ытла пысӑк-и? Укҫа ытлашши-и? Хура халӑх ытла нумай ӗҫ укҫи илет-и? Ахаль пенсионерсем ытла пысӑк пенсийӗсене илеҫҫӗ-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем