Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Нумай ачаллисем ҫӗрлӗ пурте пулайман

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 04.10.2017 18:45 | 209 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирӗн республикӑра малалла пырать. Ку енӗпе хӑш муниципалитетра епле лару-тӑру пулнине ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинчи канашлура тишкернӗ. Хальхинче унта Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсенчи тӑрӑма пӑхса тухнӑ.

Нумай ачаллисенчен чылайӑшӗ у ҫӗр илесшӗн. Ун валли Патӑрьел районӗнче 76 участок кирлӗ, Муркаш районӗнче — 150, Етӗрне районӗнче — 62.

Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ҫӗр пама республикӑра нумай ачаллӑ 10066 ҫемьене шута илнинчен 6 пине яхӑнне ҫӗр лаптӑкӗ тивӗҫнӗ. Улатӑр, Шӑмӑршӑ районӗсенче черете пӗтернӗ, илес текеннисем унта пурте — ҫӗрлӗ. Канаш районӗнче черетре тӑракансенчен 99 процентне панӑ, Хӗрлӗ Чутайра — 96%, Куславккара — 95%, Пӑрачкавра — 92%.

#Юстици министерстви, #Патӑрьел районӗ, #Етӗрне районӗ, #Улатӑр районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Канаш районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Куславкка районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #Муркаш районӗ, #ҫемьесем, #статистика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/cheret-pur-ha
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗрулмине алӑпа та пуҫтараҫҫӗ
2016, 10, 02
Хир сыснине тытма чарнӑ
2016, 12, 06
189 ҫуртри ҫынсене халӗ те ҫӗнӗ хваттере куҫарман
2017, 04, 19
Ҫӗре хресчентен — муниципалитета
2017, 06, 19
Депутат пулассишӗн 14-ӑн таран тапаҫланаҫҫӗ
2017, 08, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org