Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Китай-Берлин ҫул Чӑваш Енпе иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.10.2017 05:58 | 1637 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Ӗнер Шупашкарта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑвас ыйтупа канашлу ирттернӗ. «Скоростные магистрали» предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Федор Лычагин пулас проектпа паллаштарнӑ.

«Мускав – Хусан» магистраль Шупашкарпа иртӗ.

Вӑл ҫула «Евразия» груз турттаракан магистралӗн пӗр пайӗ пуласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Пекинпа Берлина ҫыхӑнтармалла. «Эпир Китайран Европӗрлӗхе тавара 2–3 талӑкра ҫитересшӗн», — тенӗ Федор Лычагин.

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссен магистралӗ Чӑваш Енре 115 км тӑршшӗ пулӗ. Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе иртӗ.

Канашлура магистраль иртмелли участоксене уйӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Ку енӗпе муниципалитетсен халӑхпа та ӗҫлемелле, ҫул валли ҫӗр кирлине ҫынсене ӑнлантарса памалла.

#канашлусем, #Пекин, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар районӗ, #Муркаш районӗ, #ҫул-йӗр, #Етӗрне районӗ, #Берлин, #Шупашкар, #Мускав, #чукун ҫул

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем