Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Ҫурт-йӗр: Ҫӗмӗрлесем паян та сивӗ хваттерте лараҫҫӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 12.10.2017 19:08 | 345 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енри пурӑнмалли темиҫе ҫурта халӗ те ӑшӑ паман-ха. Юпа уйӑхӗнчи ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тунти кунхи планеркӑра хускатнӑ чух яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑмаллине асӑрхаттарнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ЧР Стройминӗ лару-тӑрӑва кунсерен тишкерет, ЧР Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ те тӑрӑма сӑнать. Апла пулин те Ҫӗмӗрлери Щорс урамӗнчи пӗр, Шупашкарти Ленин урамӗнчи 52-мӗш ҫуртсенче тата Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин общежитийӗнче ӑшӑ паман-ха. Унта ӑшӑ тытӑмне кӗр енне юсама пуҫласа кайнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Иккассинчи икӗ хутлӑ, 12 хваттерлӗ ҫурта та хутма тытӑнман. Ӑна малашне котельнӑй мар, кашни хваттерте вырнаҫтарнӑ наз кӑмакисем ӑшӑтса тӑрӗҫ. Халӗ ҫурта газ кӗртессипе тимлеҫҫӗ.

#Иккасси, #Шупашкар районӗ, #Ҫӗмӗрле, #Шупашкар, #ҫурт-йӗр, #Строймин

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Коммуналлӑ пулӑшу хакланать
2016, 12, 02
Шупашкар районӗнчи чукун ҫул вокзалӗ пирки калаҫнӑ
2017, 02, 21
Петров урамӗнчи ҫурта тӑвакансем йӗркене пӑснӑ
2017, 03, 16
189 ҫуртри ҫынсене халӗ те ҫӗнӗ хваттере куҫарман
2017, 04, 19
Депутат пулассишӗн 14-ӑн таран тапаҫланаҫҫӗ
2017, 08, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org