Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чӗмпӗрсенче чӑвашлӑх чакмӗ — автономи юбилейне уявларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
шанаспи 31.10.2017 19:54 | 2080 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Кӑҫал Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ.

Шӑп 20 ҫул каялла, 1997 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче облаҫри чӑвашсен иккӗмӗш отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унти тӗп ыйту шӑп та лӑп Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине йӗркелесси пулнӑ.

Конференцие 250 делегат суйланӑ, 228 делегат хутшӑннӑ. Тӗп ыйтупа Петр Яковлевич Уфимкин, вӑл вӑхӑтра Чӑнлӑ районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑскер, тухса калаҫнӑ. Вӑл облаҫри чӑвашсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществин (вӑл вӑхӑтра председательте Виктор Егоров пулнӑ) делегачӗсене тата чӑвашсен «Еткер» ыркӑмӑллӑх фондне (президенчӗ Олег Мустаев пулнӑ) Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине йӗркелеме сӗннӗ. Конференцие хутшӑннӑ мӗнпур делегат — 228 ҫын — пӗр шухӑшлӑ пулса сасӑланӑ. Ҫакӑнтах автономин уставне, унӑн пӗрремӗш председательне — П.Я. Уфимкина тата ревизи комиссине суйланӑ. Общество организацийӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси, чӑваш чӗлхине сарасси тесе палӑртнӑ.

Унтанпа 20 ҫул иртрӗ. 20 ҫул хушшинче автономи тӑрӑшнипе Чӗмпӗр облаҫӗнче нумай чӑваш халӑх уявӗ чӗрӗлсе тӑчӗ. Кашни ҫулах Акатуй, Ҫӑварни, Кӗр сӑри уявӗсем иртеҫҫӗ. «Чӑваш ачи, сассуна пар», «Путене», «Сарпике», «Чӑваш шӑпчӑкӗ»: «Ҫӑлтӑркка» тата ытти конкурссем йӗркеленеҫҫӗ. «Чӑвашсен кил-ҫурчӗ» комплекс ӗҫлет, «Еткер» телекӑларӑмпа «Канаш» хаҫат тухса тӑраҫҫӗ.

УОЧНКА 20 ҫулхи юбилейне юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Губернаторский» Культура керменӗнче паллӑ турӗҫ. Уяв керменӗн фойинче районсенчи автономисем йӗркеленӗ куравсемпе паллашма май пулчӗ. Ҫинкӗл, Чӑнлӑ, Барӑш, Майна, Вешкайма, Ҫӗнӗ Малӑкла, Мелекесс, Чӗмпӗр районӗсенчи, Ҫӗнӗ Чӗмпӗр хулинчи автономи уйрӑмӗсем хатӗрлесе килнӗ чӑваш культурин куравӗсем уйрӑмах илемлӗ пулчӗҫ. Облаҫри Кӗнеке керменӗ пухӑннисене чӑваш кӗнекисемпе паллаштарчӗ. Вешкаймӑсемпе барӑшсем иккӗмӗш хутра чӑвашсене юрӑ-ташӑпа уява йыхравларӗҫ. Кунтах сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлерӗ. Унта автономин 20 ҫул хушшинчи чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсен саманчӗсемпе паллашма май пулчӗ.

Сцена ҫинче савӑнӑҫлӑ уява облаҫри чӑваш ансамблӗсем «Пире тӑван кӗтсе тӑрать» юрӑпа пуҫларӗҫ. Халӑх умне ҫӑкӑрпа тухса пуҫ тайрӗҫ. Владимир Ионов ертсе пыракан ушкӑн чӑваш ташшине ҫаптарчӗ. Шупашкартан килсе ҫитнӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерчӗ.

Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине паллӑ кунпа саламлама ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитрӗҫ — Чӑваш, Тутарстан тата Пушкӑрт Республикисенчен, Ӗренпур, Самар облаҫӗсенчен, Мускавран.

Регионти чӑвашсене уяв ячӗпе Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр, Саккунсем кӑларакан Пуху председателӗ Анатолий Бакаев, Анастасий Митрополит, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Анатолий Тимофеев, облаҫри ӳнерпе культура политикин министерстви ятӗнчен министр ҫумӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Е.Е. Сидорова, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата ыттисем саламларӗҫ.

Нацисем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессипе, нумай ҫул чӑваш чӗлхипе культурине, йӑла-йӗркесене сыхласа хӑварассипе, аталантарассипе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн автономи Чӗмпӗр тӑрӑхӗн кӗпӗрнаттӑрӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗ. УОЧНКА председательне тата «Наш век» (чӑв. Пирӗн ӗмӗр) телекомпанин тӗп редакторне Олег Мустаева кӗпӗрнаттӑр Туслӑх медалӗпе чысларӗ. Парнесен ярӑмӗ кунпа вӗҫленмерӗ, Сергей Морозов Олег Николаевича купӑс парнелерӗ. Ҫавӑнтах купӑс каласа кӑтартма ыйтрӗ.

Ылтӑн пластина ҫине ҫырнӑ салам сӑмахӗнче кӗпӗрнаттӑр чӑваш халӑхне аслӑ, мухтавлӑ, ӗҫчен халӑх тесе хакларӗ.

#Чӗмпӗр, #чӑвашлӑх, #уявсем, #юбилейсем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #кӳршӗре, #Чӑнлӑ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

В.В. // 5553.4.6476
2017.10.31 20:43
Ха-ха! Кама купӑс калама чӗнмеллине малашне пӗлӗпӗр!
Чӗмпӗрсен пӗр Мустаев кӑна юлнӑ пулас. Купӑс каласа чӗмпӗрсен чӑвашлӑхне чуста пекех хӑпартса ярасса эп те "шанап"!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем