Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Чӑваш Енре пурӑнакансен 42 процентне прививка тунӑ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Галина Никитина 07.11.2017 18:40 | 267 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хальхи вӑхӑтра пӗтӗмпе 528,4 пин ҫынна прививка тунине пӗлтернӗ. Грипран асӑрханмалли препаратсем ҫителӗклӗ пулнине асӑннӑ вӑл.

Республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов регионта пурӑнакансенчен 42,8 процентне прививка туни, ун пекки юлашки ҫулсенче пулманнине палӑртнӑ. «Патшалӑх халӑхӑн сывлӑхне упраса хӑварассишӗн чылай пулӑшу уйӑрать. Кӑтарту ырӑ енне улшӑнассине шанатпӑр», — тенӗ вӑл сӑмаха пӗтӗмлетсе.

Предприяти-организацисем хӑйсем патӗнче тӑрӑшакансене грипран прививка тума вакцина сахал мар туяннӑ. Ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыраканнисем ҫаксем: Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, «Газпром трансгаз Чулхула», «ЭЛАРА», «ЧЭТА» предприятисем, «Канашский» ӑратлӑ савут.

#сывлӑх, #профилактика, #канашлусем, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #статистика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енре чун ыратӑвне итлекенсене шанаҫҫӗ
2017, 01, 31
Тиркекенсене министр тиркенӗ
2017, 02, 05
Чӑваш Енри арҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ
2017, 05, 23
Чӑваш Енри ҫынсем апат ҫиме пӗлмеҫҫӗ
2017, 07, 17
Самайӑшӗ васкавлӑ пулӑшу ҫитичченех вилет
2017, 09, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org