Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тайвань, Америка, Итали ачисем Шупашкарта Чӑваш Ен культурипе паллашнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.11.2017 07:46 | 1883 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ
Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ

Ӗнер Шупашкарти 27-мӗш вӑтам шкулта ют ҫӗршыв ачисем пулнӑ. Вӗсем Америкӑран, Италирен тата Тайваньтен килнӗ. Хӑнасем культурӑсем хушшинчи диалог текен мероприятие хутшӑннӑ.

Аякран килнӗ тантӑшӗсене тӑван республикӑпа паллаштарма 27-мӗш шкул вӗренекенӗсем акӑлчан чӗлхипе хӑтлав хатӗрленӗ.

Тӗлпулу калаҫу шайӗнче иртнипех вӗҫленмен. Программӑра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Шупашкар ачисем аякран килнӗ яшсемпе хӗрупраҫсене чӑваш ташшине вӗрентнӗ. Шкул столовӑйӗнчи апата та хӑнасем валли кашни халӑхӑн хӑйӗн культури пулнине шута илсе хатӗрленӗ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе те Америкӑпа Тайваньтен тата Италирен килнӗ хӑнасене паллаштарнӑ.

«Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче» ятпа ирттернӗ культурӑсен хушшинчи диалога AFS программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

#чӑвашлӑх, #культура, #шкулсем, #ачасем, #Шупашкар, #Америка, #Тайвань, #Итали, #27-мӗш шкул

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем