Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ

Сутатӑп Арека пальма
Сутатӑп Икӗ хутлӑ дача сутатӑп. Электричество, сарай, мунча, беседка, теплица, шыв пухма...
Сутатӑп Кроликсем сутатӑп.
Софья Савнеш 01.12.2017 17:46 | 307 хут пӑхнӑ
Политика

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗн сучӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Суд Георгий Егорова 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле те тунӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вырӑнти строительство фирмин 330 пин тенкине кӗсьене чикнӗ. Куншӑн Кӳкеҫ поселокӗнчи ҫӗр лаптӑкне тара илес енӗпе иртекен аукционра ҫӗнтерессе шантарнӑ. Анчах пуҫлӑх конкурс пӗтӗмлетӗвне ниепле те витӗм кӳме пултарайман.

Ҫавӑн пекех Егоров хушнипе унӑн ҫыннисем Янӑш шкулне хӑпартмашкӑн вырӑнти хыснаран стройфирмӑна субсиди уйӑрса парас тӗлӗшпе Шупашкар район пухӑвӗн депутачӗсен йышӑнӑвӗн тата администраци пуҫлӑхӗн постановленийӗн проекчӗсене хатӗрленӗ. Ҫапла майпа подрядчик 19,5 миллион тенкӗ ытла илнӗ.

Тепӗр ӗҫ ҫынсене авариллӗ ҫуртран куҫарассипе ҫыхӑннӑ. Георгий Егоров Ишлей ялӗнче ҫурт хӑпартас тӗллӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ, унта Кӳкеҫри темиҫе авариллӗ ҫуртри ҫынсене куҫармалла пулнӑ. Лешсем унта куҫма килӗшмен пулсан та. Строительство вӗҫленсен район администрацийӗ стройфирмӑна 7,2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кӳкеҫри ҫынсем вара ҫӗнӗ ҫурта куҫман, ҫавна май килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ. Застройщик укҫа-тенке тавӑрса панӑ, анчах нухратпа тӗллевлӗн усӑ курайман, ӑна республика тата федераци хыснине тавӑрса пама тивнӗ.

Кунсӑр пуҫне Георгий Егоров район администрацийӗпе стройфирма тунӑ муниципалитет килӗшӗвӗ тӗлӗшпе (ку Кӳкеҫри авариллӗ ҫуртри ҫынсем валли пурӑнмалли кӗтес тӑвассипе ҫыхӑннӑ) расчет туман, хута янӑ ҫуртпа мӗнле усӑ курасси пирки шухӑшламан. Ҫакна пуҫлӑх фирма директорӗпе килӗштерменнипе ҫыхӑнтарнӑ. Стройфирма вара Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑ, муниципалитетран парӑма шыраса илме тӗллевленнӗ.

Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен. Шупашкар район администрацийӗн сайтӗнче Георгий Егоров пуҫлӑх пекех тӑрать-ха.

#укҫа-тенкӗ, #политика, #судсем, #Шупашкар районӗ, #тӳре-шара, #Кӳкеҫ, #Ишлей, #Янӑш, #шкулсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫуллахи уйлӑхра канма заявлени йышӑнма пуҫлӗҫ
2017, 03, 23
Правительство ҫуртӗнче тӑвас тенӗ саунӑшӑн 7,6 миллион шыраса илесшӗн
2017, 04, 05
Ҫын правин хӳтӗлевҫи ҫынна хӳтӗлемен тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ
2017, 04, 06
Кӳкеҫсене йытӑсем тарӑхтараҫҫӗ
2017, 08, 10
4 миллиона яхӑн тупӑшшӑн — 100 пинлӗх штраф
2017, 11, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org