Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Психика чирӗпе нушаланакан нумайланнине тухтӑрсем пытармаҫҫӗ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 15.12.2017 18:44 | 330 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

«Халӗ, ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен айланнӑ тапхӑрта, татса памалли ыйту чылай пирӗн. Ҫакӑ информаци сахаллипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсем хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене питӗ кая юлса илсе килеҫҫӗ. Психиатрсенчен пулӑшу ыйтма маларах пырсан чылайӑшне сыватма та май килӗччӗ. Ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: психиатрсем патне кайма вуҫех хӑрамалла мар», — тенӗ Дон ҫинчи Ростоври центрӑн ертӳҫи Ольга Бухановская паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта иртнӗ ҫавра сӗтелте. Унта тӗрлӗ регионти психиатри пульницисен тӗп тухтӑрӗсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемпе облаҫсен тӗп психиатрӗсем хутшӑннӑ.

«...Психиатри – чи кӑткӑс специальноҫсенчен пӗри, ҫавӑнпах ку енӗпе ӗҫлекен тухтӑрсен йышӗ ҫулран-ҫул чакса пырать», — палӑртнӑ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп психиатр Ринат Валинуров. Канашлура вӗсем шӑпах ҫак ыйтусене татса памалли майсене тишкернӗ.

#пульницасем, #тухтӑрсем, #канашлусем, #ҫавра сӗтелсем, #Шупашкар, #Дон ҫинчи Ростов

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

ФАПӗ пур та ҫынни ҫук
2017, 02, 20
Тухтӑр допингпа усӑ курман
2017, 11, 13
Шупашкарти тухтӑрсем чи пысӑк ӗҫ укҫи илеҫҫӗ
2017, 11, 16
Чӑваш Енри йывӑр чирлӗ ачасене пулӑшма ҫӗнӗ аппарат кӳрсе килӗҫ
2017, 11, 21
Шупашкара килнӗ Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ
2017, 11, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org