Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене хваттертен кӑларса янӑ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Никита Сурский 12.01.2018 13:53 | 269 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан яша тата унӑн куккӑшне коммуналлӑ тӑкаксемшӗн нумай вӑхӑт хушши тӳлеменнипе хваттертен кӑларса янӑ. Хайхискерсене ун вырӑнне Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ общежитире пӳлӗм уйӑрса панӑ.

Шупашкарти пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — хулари Чернышевский урамӗнчи 12-мӗш ҫуртри муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи хваттерте пурӑнаканскерсен парӑмӗ 206,7 пин тенке ҫитнӗ. Икӗ арҫын 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпех коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа тӳлемен. Вӗсене куншӑн пӗрре мар асӑрхаттарнӑ, анчах усси пурпӗрех пулман. Ҫавна май управлени суда ҫитнӗ.

Халӗ те ҫак арҫынсен пӳлӗмре лӑпланса ларма май пулмӗ. Управлени специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен унчченхи парӑма татмашкӑн та укҫа шырама тивӗ. Хваттертен кӑларса яни парӑма татмалла маррине пӗлтермест.

#хваттерсем, #Шупашкар, #парӑмсем, #укҫа, #судсем, #общежитисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

МТВ-центра панкрута кӑларасшӑн
2017, 08, 15
Троллейбус управленине панкрута кӑларасшӑн
2017, 10, 05
Троллейбус управленийӗ панкрута тухмӗ
2017, 11, 22
Шупашкарта сӗтев паракана та, илекене те айӑпланӑ
2017, 11, 24
Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларнӑ
2017, 11, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org