Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Петӗр Хусанкая ҫуралнӑ кунӗнче кӑҫал та чыс турӗҫ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Аçтахар Плотников 23.01.2018 12:51 | 570 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Владимир Милютин тунӑ сӑн
Владимир Милютин тунӑ сӑн

Ӗнер, чӑваш халӑх сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ кунӗнче, ҫулсеренхи йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паллӑ поэтӑн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ. Яланхи пекех ку мероприятие чӑваш хастарӗсем пухӑнчӗҫ — Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Алексей Иванов–Сӗрмек, Владимир Милютин, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗҫ, апат-ҫимӗҫпе асӑнчӗҫ.

Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла. Чи паллӑ хайлавӗ — «Аптраман тавраш» сӑвӑллӑ романӗ. Петр Петрович куҫару ӗҫӗпе чылай ӗҫленӗ, тӗслӗхрен вӑл Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» романне чӑвашла куҫарнӑ. Сӑмах май, унӑн сӑввисене те чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.

#чӑвашлӑх, #Петӗр Хусанкай, #асӑну, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петӗр Хусанкая асӑнма ачасем те пычӗҫ
2017, 01, 22
Швеци программисчӗ куҫарури «вырӑс почтин» витӗмӗ пирки пуҫ ватать
2017, 12, 23
Тӗменьте чӑваш культура пайӗн ертӳҫи отчет концерчӗ ирттернӗ
2017, 12, 24
Тӗменти чӑвашсем Муравленкори артистпа тӗл пулнӑ
2018, 01, 02
Наци телекуравӗпе Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илме кичем пулнӑ
2018, 01, 02

Комментари:

Dfcbkbq // 2152.29.4937
2018-01-26 11:52
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org