Культура
![]() Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче фольклор уявӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӑна хӗллехи Акатуй тесе хакланӑ. Уявра «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» регионсем хушшинчи радиоконкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Республикин тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрле Ӗренпур, Тутар, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи чӑвашсем куракансене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе, илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗпе килентернӗ. «Епле ӗлккен курӑнаҫҫӗ тухья-хушпуллӑ пикесемпе арӑмсем. Чӑваш тӗрри-эрешӗ аякранах куҫа илӗртет, ҫепӗҫ юрри чуна тыткӑнлать, кӑмӑла уҫса ярать. Куракансем те пӗр вырӑнта чӑтса лараймарӗҫ. Халӑхран тухнӑ артистсемпе пӗрле юрласа-ташласа савӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ уявра пулнӑ хыҫҫӑн Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн сайтӗнче. Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш клубӗ ҫумӗнчи «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ 3 юрӑ шӑрантарнӑ. Вӗсене «Пултарулӑхри хӑйне евӗрлӗхшӗн» номинацире чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |