Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш Енри тата тепӗр арҫын телешоура арӑм шырарӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 06.02.2018 20:11 | 415 хут пӑхнӑ
Культура

Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) телешоуна юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри темиҫе ҫын та хутшӑнчӗҫ. Маларах Елчӗк районӗнчи йӗкӗрешсем тата Шупашкарти сауна хуҫи пулнӑччӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра 35-ри инженер-баскетболиста кӑтартрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вӑл энергетика компанийӗнче ӗҫлет, хӑй вӑхӑтӗнче профессилле баскетболист пулнӑ.

Илья маларах пӗрре авланнӑ, ача та пур. Анчах ҫемье пурнӑҫӗ ӑнман. Кайран тепӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ, каллех уйрӑлса кайнӑ.

Телекӑларӑма арҫын амӑшӗпе, 58-ти Антонина Геннадьевнӑпа, хутшӑнчӗ. Халӗ, пӗлтерер, кӑларӑм формачӗ улшӑннӑ: унта ашшӗне е амӑшне йыхравлаҫҫӗ.

Пирӗн ентеше килӗшес тесе 33-ри пресс-секретарь, Мускав пульницинче ӗҫлекен врач-терапевт, 29-ти тӑлмачӑ-преподаватель тӑрӑшрӗҫ. Арҫын тухтӑра суйларӗ.

#телекӑларӑмсем, #телекурав, #ҫамрӑксем, #Мускав, #Елчӗк районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Клубшӑн савӑннипе Мускава шӑнкӑравланӑ
2017, 01, 25
Чӑваш йӗкӗрешӗсем Мускавра арӑм шыраҫҫӗ
2018, 01, 10
Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑвашсем Питӗре пухӑнаҫҫӗ
2018, 01, 17
Студентсем Иван Тенюшев пултарулӑхне тӗпчӗҫ
2018, 01, 20
Чӑваш каччисем Африкӑри тӑва парӑнтарнӑ
2018, 01, 26

Комментари:

Agabazar // 2741.77.9134
2018-02-06 20:38
Agabazar
Ташней, ху пулман вĕт эсĕ унта. Челевисăрпа кăна курнă.
Agabazar // 2741.77.9134
2018-02-06 20:38
Agabazar
Ташней, ху пулман вĕт эсĕ унта. Челевисăрпа кăна курнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org