Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.02.2018 19:44 | 1706 хут пӑхнӑ
Политика

Шупашкар хулин экс-пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Аса илтерер: унччен ун тӗлӗшпе ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшне – должноҫпа ылашши усӑ курнӑшӑн, тепӗр виҫҫӗшне – укҫа-тенке тӑкакланӑшӑн. Ирина Клементьева халӗ килти арестра ларать. Ку срока ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӑснӑ.

Хальхинче мӗншӗн пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ-ха? Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012-2016 ҫулсенче Клементьева «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компнийӗн сӗтел-пуканне, ытти хатӗр-хӗтӗре упӑшки ертсе пыракан фирмӑна тӳлевсӗр панӑ. Документра вара ку тӑкаксене страхлав команийӗ ҫине ҫыртарнӑ. Ҫапла майпа тӑкак 870 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ.

2012 ҫулхи раштавра вӑл ҫав фирмӑпах килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, страхлав компанийӗ медицина хатӗр-хӗтӗрне каярахпа туянма май туса парса йӳнӗпе тара панӑ. Тӑкак 1,3 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ.

#политика, #Шупашкар, #тӳре-шара, #тӑкаксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамаръял // 2140.69.7903
2018.02.16 22:05
Следствийе сак ес синчен массалла информацийен хатерсенче ытлашши шав-шав тавать. Следователесене султен хушу пана - коррупцийене хирес туна ессене халах умен анла катартмалла. Весене те "план" парассе. Ку ес - ахаль ес. Должноспа терес мар уса курни - Рассейре те, чике леш енче те - пур серте. Урах серте миллиардсене варлассе. Рассейри губернаторсем, РФ экономика аталанавен министр Улюкаев та. Халь Интернетра Алексей Навальный тепчене есе - Сергей Приходько РФ правительстви пысак должносла сын та коррупцийпе сыханна тессе. Анчах РФ МИХче - шап.
Ирина Клементьева, унан упашка та - Канаш районенче сурална сынсем. Айапла так, явап пулать. Анчах весем ытла шапанасем мар. Хамаръялсем. Шупашкарти администрацийенче, хальхи мэр та - хамаръялсем мар сав.
Хамар ял // 2140.69.7903
2018.02.16 23:58
P.S. Шупашкарти хулари депутатсен Пухавенче тата администрацийенче каштах чавашсем пулма пултарассе. Анчах
хальхи мэр, тата Шупашкарти администрацийен пуслахе, унан сумесем, пай пуслахсем ытларах хамар ялсем мар сав...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем