Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Чӑваш Енри тата тепӗр кинемей сӗрӗмпе вилнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.02.2018 19:00 | 1296 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Паян ирхи тӑватӑ сехет тӗлӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче пушар тухнӑ. Унта 93 ҫулти кинемей пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ватӑ ҫын пурнӑҫран сӗрӗме пула уйрӑлнӑ.

Ватӑ ҫын пӗр хутлӑ йывӑҫ пӳртре пурӑннӑ. Унӑн ҫурчӗ ҫуннине йӗрке хуралҫисене ял ҫыннисем пӗлтернӗ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн тытӑмӗнчи икӗ машина тата сакӑр ҫын пушарпа кӗрешнӗ. Пӳрт самай сиенленнӗ пулин те ҫулӑма сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ.

РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, вут-ҫулӑм тата вилӗм сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Вӗсем ку енӗпе ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.

Маларах ун пек инкек Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче сиксе тухнӑччӗ. Пушарта 81 ҫулти хӗрарӑм вилнӗччӗ.

#инкексем, #Кӳлхӗрри, #Вӑрнар районӗ, #ваттисем, #пушарсем, #тӗпчевҫӗсем, #Елчӗк районӗ, #Лаш Таяпа

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем