Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сасӑллӑ» поэт куравӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.03.2018 08:43 | 1763 хут пӑхнӑ
Культура
Тӗмерти курав
Тӗмерти курав

«Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм». Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче ҫак ятпа курав ӗҫлет. Ӑна Митта Ваҫлейӗ поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ.

Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиора, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.

Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне асӑнса уҫнӑ хӑма умне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайнине Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80 ҫул каялла ҫав кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ.

#Хутар, #Чӗмпӗр, #куравсем, #Патӑрьел районӗ, #Тӗмер, #Тӑвай районӗ, #ҫыравҫӑсем, #астӑвӑм, #юбилейсем, #культура, #Аслӑ Арапуҫ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем