Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 5 ача газпа наркӑмӑшланнӑ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Софья Савнеш 05.03.2018 15:58 | 197 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пилӗк ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Телее, пурте чӗрех. Ку инкек кӗҫӗр Павлов мичман урамӗнчи пӗр хваттерте пулнӑ.

Ҫӗрле 2 сехетре йӗрке хуралне 16, 13, 14, 12 тата 9 ҫулсенчи ачасем наркӑмӑшланни пирки пӗлтернӗ. Вӗсем пӗр пӳлӗмре ҫывӑрма выртнӑ. Тепӗр пӳлӗмре пулнӑ ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хваттерте газ шӑрши туйӑнман. Килте газ колонки пулнӑ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, шӑпах ҫавӑнтан шӑршӑ тухнӑ та.

Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, медпулӑшу панӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн управляющи компанипе газ служби ӗҫченӗсен айӑпӗ пурри-ҫукки пирки калама май пулӗ. Газ колонкине юлашки хутчен нарӑс уйӑхӗнче тӗрӗсленӗ-мӗн.

#ачасем, #пӑтӑрмахсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта шкул автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ
2017, 12, 25
Ҫӳп-ҫап контейнерӗнче тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ
2018, 01, 05
Петарда сирпӗннине пула арҫын пуҫ пӳрнесӗр юлнӑ
2018, 01, 10
33-ри хӗрарӑм ачине ҫӳп-ҫап контейнерне пенӗ
2018, 02, 02
Ачине контейнера пенӗ хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ
2018, 02, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org