Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Транспортӑн пӗрлехи картти ҫине онлайн-мелпе укҫа хума пулмасть

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Софья Савнеш 06.03.2018 19:34 | 163 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Транспортӑн пӗрлехи карттипе усӑ курма меллӗ те йӳнӗ, анчах унта укҫа хурас тесен кӑштах нерв пӗтермелле. Нумаях пулмасть укҫа-тенке Перекет банкӗ онлайн-мелӗпе хума май туса панӑ. Анчах хӑшӗ-пӗрин нухрачӗ карттӑ ҫине ҫитмен. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.

Ку ҫитменлӗхе часах пӗтерме шантарнӑччӗ. Анчах карттӑ ҫине онлайн-мелпе укҫа хурассине ака уйӑхӗччен чарса лартнӑ.

Организацин техника директорӗ каланӑ тӑрӑх, программа йӗркеллех ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май ӑна сирме 3-4 эрне кирлӗ пулӗ. Ҫапла майпа ӗнертен карточкӑна онлайн-мелпе укҫа хума пулмасть. Сервис ака уйӑхӗнче ӗҫлесе каясса шантараҫҫӗ.

Онлайн-мелпе хунӑ укҫа карттӑ ҫине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен килмест тӗк офиса пырса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

#транспорт, #укҫа-тенкӗ, #ПТК, #Перекет банкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Икӗ маршрутка ПТК карттине йышӑнма пӑрахнӑ
2017, 04, 26
Пӑтӑрмахлӑ ЕТК
2017, 12, 14
Францире руль умӗнче калаҫакансене 135 евролӑх штрафлаҫҫӗ
2018, 02, 06
ПТКна онлайн мелпе укҫа хума пулать
2018, 02, 15
50 яхӑн ҫыннӑн транспорт картти ҫине укҫа куҫман
2018, 02, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org