Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Чӑваш ялӗнче виҫҫӗри ача шыва путнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 12.03.2018 09:47 | 1857 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Лакӑр ялӗнче пурӑннӑ виҫӗ ҫулти хӗрача шыва путнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пирки йӗрке хуралҫисене ӗнер, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, систернӗ. Халӗ ку ӗҫпе тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унтан та ытларах — ӗҫ-пуҫа Раҫҫей следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтернӗ.

Тӗпчевҫӗсен пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, виҫҫӗри хӗрача асӑннӑ ялпа юхса иртекен Йӑршу юханшывне путнӑ. Ача шывпа чыхӑнса мар, шӑнса кӳтнипе вилнӗ имӗш.

Тепӗр хутчен палӑртар: тӗпчев малалла пырать, инкек сӑлтавӗ, ачана кам пӑхса ҫитерейменни, вӑл шыв хӗрне мӗнле майпа ҫитсе тухни каярах паллӑ пулӗ.

#пӑтӑрмахсем, #юханшывсем, #Йӑршу, #Шупашкар районӗ, #Лакӑр, #тӗпчевҫӗсем, #ачасем, #инкексем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем