Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Арӑмӗ ванна кӗнине ӳкерсе илекен явап тытӗ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Софья Савнеш 22.03.2018 21:01 | 287 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан 34 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Хайхискер арӑмӗ ваннӑйӗнче ҫаппа-ҫарамас ҫӑвӑннине видео ӳкернӗ. Куншӑн хӑйне явап тыттарасси пирки шухӑшламан-ши?

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак ниҫта та ӗҫлемен арҫын ваннӑйне кӗсье телефонне варттӑн вырнаҫтарнӑ, видео ӳкермеллине ҫутнӑ. Телефон хайхи арӑмӗ ванна кӗнине ӳкернӗ.

Хӗрарӑм хӑйне телефон ҫине ӳкернине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ҫеҫ пӗлнӗ. Кун пирки ӑна упӑшки каланӑ. Ҫав вӑхӑталла вӗсем уйрӑлнӑ пулнӑ. Анчах арӑмӗ «видеооператор» пултарулӑхне хакламан, видео пирки полицие пӗлтернӗ.

Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Арҫынна куншӑн пысӑк штраф тӳлеттерме е ӗҫлеттерсе явап тыттарма пултараҫҫӗ.

#Ҫӗрпӳ, #Следстви комитечӗ, #полици, #штрафсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

17-ри хӗр инспектора ҫӳҫӗнчен лӑсканӑ
2017, 03, 13
Каҫхи клуб умӗнче каччӑ виллине тупнӑ
2017, 11, 13
Раҫҫей правительстви Чӑваш Ен ҫыннисене 7 тата 6 пин евро тӳлӗ
2017, 12, 12
Ҫӳп-ҫап контейнерӗнче тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ
2018, 01, 05
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне суйлӗҫ
2018, 03, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org