Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Хыпар»: Пуян аваллӑха тӗпчемелли пайтах

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.12.2011 18:49 | 2163 хут пӑхнӑ
Конференцире. Н. Плотников сӑнӗ
Конференцире. Н. Плотников сӑнӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртнӗ конференцире асӑннӑ институтӑн, ҫавӑн пекех К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн, «Сувар» фондӑн тата Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен союзӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ен территорийӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсене тӗпчес тата ҫӗнӗрен калӑплас ыйтӑва хускатрӗҫ.

Ҫакна палӑртса хӑварам: тухса калаҫакансем яланхи пек хут ҫине ҫырса хатӗрленине вуласа памарӗҫ, хӑйсен пуҫӗнче, чунӗнче пуррине уҫҫӑн пӗлтерчӗҫ.

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн директорӗ Виталий Иванов Василий Николаев академикӑн чӑваш халӑхӗ пуҫланса кайнине тӗпченин паллӑрах уйрӑмлӑхӗсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Виталий Петрович хӑй те, унпа юнашар вӑй хунӑскер, Василий Васильевичӑн ӗҫ мелне лайӑх пӗлнӗ. Ӑсчах комплекслӑ тӗпчеве, чӑваш пурнӑҫӗнчи «пушӑ вырӑнсене» «тултарас» меле тӗпе хунӑ-мӗн. Ҫав «тултармӑша» — халӑх кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ материала — кунта ҫеҫ мар, тӗнче архивӗсенче шыранӑ. Унти пуян документсемпе паллашнӑ май ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнӑ: чӑваш халӑхӗ пин-пин ҫул каяллах пулнӑ, вӑл пуян, вӑрӑм кун-ҫуллӑ. Ӗмӗрсен хушшинче халӑх улшӑнма пултарнӑ, анчах та тӗшши — чунри, шалти — упранса юлнӑ.

«Сувар» фонд директорӗ Владимир Иванов-Алмантай тӗпчевҫӗ 2007-2008 ҫулсенче республикӑра, Тутарстанра тата Чулхула облаҫӗнче ӑслӑлӑх экспедицийӗ ирттернӗ. Мӗне тӗпе хурса ӗҫленӗ-ха? Асӑннӑ территорисенче араб графикипе ҫырнӑ юпасене тупса палӑртнӑ, унта мӗн ҫырнине вуланӑ. Ҫапла тума ҫак ӗҫе пӗлекен тутар чӗлхеҫине Д.Мухаметшина явӑҫтарнӑ. Чылай юпа-палӑка хӗвел паллипе илемлетнине асӑрханӑ. Хӗвел — пӑлхар-сувар-чӑваш палли. Тутарсем — мӑсӑльмансем — ҫурма уйӑхпа (ислам тӗнӗн символӗ) усӑ курнӑ.

Владимир Николаевич палӑртнӑ тӑрӑх — унашкал юпасем республикӑн кӑнтӑр пайӗнче ытларах, ҫапах та Элӗк, Шупашкар районӗсенче, Чулхула облаҫӗнче те ҫук мар. Палӑксем ҫине чӑвашла-тутарла хутӑштарса ҫырни те пулнӑ, таса чӑвашла хайлани те. Экспедицие хутшӑннисем тепӗр чух Д.Мухаметшин каласа ҫитерейменнине те туйнӑ. Апла, чӑваш кун-ҫулӗнче «уҫман ҫерем» татах пур-ха.

Тӗпчев ӗҫӗсене тӗпе хурса Владимир Алмантай кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче тӑван ялӗнчи — Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫырти — авалхи (XVII ӗмӗрти) масар вырӑнӗнче пулнӑ сувар-пӑлхар палӑкӗсене ҫӗнӗрен ӑсталаса лартнӑ. Ун пирки «Хыпарта» ҫырнӑччӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи пайӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫченӗ Евгений Михайлов республикӑра сувар-пӑлхар палӑкӗсене тупса тӗпчесси пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Ҫак ӗҫе 200 ҫул каялла пуҫӑннӑ-мӗн. Аслӑ Таяпа хулашӗ пирки пуҫласа 150 ҫул каялла ҫырнӑ. Малтанхи тӗпчевҫӗсем, ӑсчах шухӑшӗпе, пирӗн палӑк-хулашсене «ватӑлтарни» сисӗннӗ. «Тӗрӗссипе, — тет Евгений Михайлов, — вӗсем XIV ӗмӗрте, Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне аркатнӑ хыҫҫӑн, ҫӗкленнӗ пулӗ. Республикӑн кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ пайӗнчи, ҫавӑн пекех Шупашкар тӑрӑхӗнчи масарсем ҫинчи юпасем ҫине ҫырнисем чӑвашсен пӗр пайӗ XVII-XVIII ӗмӗрсенче мӑсӑльман тӗнӗпе пурӑннине ҫирӗплетеҫҫӗ».

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев Чӑваш Енри музей ӗҫне аталантарассин ыйтӑвӗсене хускатрӗ. Музейре экспозици хатӗрленӗ чухне истори экспоначӗсемпе тимлӗ ӗҫлемеллине, археологи пуянлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмаллине палӑртрӗ. «Шел те, ытларах чухне вӗсем пирӗн витринӑсем ҫинче мар, музейсен путвалӗнче выртаҫҫӗ-ха», — терӗ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Балтаев Аслӑ Таяпа хулашӗ, «Чувашия» санатори территорийӗнчи скульптурӑсем пирки чарӑнса тӑчӗ.

Ӗмӗрсен чиккинче юпа юхӑмӗ аталанма пуҫланине нумайӑшӗ ас тӑвать ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑталла Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ҫывӑхӗнче, ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла Аслӑ Таяпа хулаш пулнӑ вырӑнта, ас тӑвӑм палӑкӗсем ҫӗкленсе ларнӑ. Малтан Сувар паттӑр кӗтсе илме тытӑннӑччӗ, каярах хапха туса лартнӑ. Халӗ районти историпе таврапӗлӳ музей ӗҫченӗсем унта экскурсисем те ирттереҫҫӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи ачасем хӑйсен несӗлӗсен кун-ҫулне начар мар пӗлеҫҫӗ темелле.

Халӑх историне юпа культури урлӑ кӑтартса парассине «Чувашия» санатори ертӳҫисем те ырласа йышӑннӑ. Николай Балтаев пуҫарӑвӗпе 10 ҫулта 130 ытла скульптура «ӳссе» ларнӑ. Ҫак ӗҫе нумай ӳнерҫӗ хутшӑнать. Кашни вырсарни кун паркра экскурси иртет.

ЧР тавра пӗлӳҫисен ертӳҫине Эдуард Бахмисова Тикеш хулашне упраса аталантарасси тахҫантанпах канӑҫсӑрлантарать. Хальхинче те ҫав ыйтӑва, чун-чӗрине ыраттараканнине, хускатрӗ.

Ҫӗр-шыври ҫар-истори енӗпе ӗҫлекен «Реконструкци» клубсен фестивалӗ те иртнӗ унта хӑй вӑхӑтӗнче. Ун чухне хулашра ҫав тапхӑрти тумпа, апат-ҫимӗҫпе, «хӗҫ-пӑшалпа» усӑ курнӑ, вучах чӗртнӗ, «ҫапӑҫусем» ирттернӗ. Ку - ҫамрӑксен шайӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫ тейӗпӗр.

Вырӑнти ертӳҫӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем ҫаврӑнӑҫусӑррине акӑ мӗнле тӗслӗхсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Кунти ҫулпа иртсе ҫӳрекенсене шута илме нимӗнле паллӑ та ҫук-мӗн. Хулашӑн проекчӗ те, ӑна ҫӗнетмелли план та ҫук. Мӗн тума пулать-ши? Район е ял тӑрӑхӗн шайӗпе ЧР Президенчӗн грантне ҫӗнсе илме проект тӑратмалла. Хулаш йӗри-тавра йывӑҫсем лартмалла.

Надежда Смирнова

#ЧПГӐИ, #Элӗк районӗ, #Чулхула облаҫӗ, #Атӑлҫи Пӑлхар, #конференцисем, #Тикеш, #Аслӑ Таяпа, #Шупашкар районӗ, #Елчӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем