Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ачасем валли чӑвашла ҫыракансене кӑҫал та хавхалантарӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.03.2018 19:41 | 1606 хут пӑхнӑ
Культура
Cheboksary.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
Cheboksary.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва ӗнер иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр ӗнерех алӑ пуснӑ, паян ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Укҫана тыттариччен хайлавсене ятарлӑ конкурс хаклӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ ертсе пырӗ.

Ачасем валли чӑвашла ҫырнине тӗрлӗ суммӑпа хавхалантарӗҫ. Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене 75-шер пин тенкӗ уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.

Конкурса, тӳрех палӑртар, автор уйрӑммӑн та, авторсен ушкӑнӗ те хутшӑнма пултарать.

#укҫа-тенкӗ, #культура, #правительство, #конкурссем, #кӗнекесем, #Информаци политикин министерстви, #хушусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем