Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чӑваш спорстменки ют ҫӗршывсенче нейтраллӑ ялавпа тупӑшасшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.04.2018 19:46 | 1516 хут пӑхнӑ
Спорт

Чӑваш Енри Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Наталья Пучкова ҫӑмӑл атлетка ют ҫӗршывсенчи стартсенче нейтраллӑ ялавпа тупӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пӗлтерет.

Вӑрӑм инҫӗше чупассипе ӑста Наталья Пучкова Японире, Лос-Анджелесра, Германинче иртнӗ халӑхсем хушшинчи марафонсенче темиҫе хут та палӑрнӑ.

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ӑна тата Чӑваш Енри тепӗр сакӑр спорстмена спорт маҫтӑрӗн ятне панине эпир пӗлтернӗччӗ. Наталья Пучкована тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗ пулса тӑнӑччӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш спортсменки тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене нейтраллӑ ялавпа каясшӑн. Ҫапла туни вӑл Раҫҫее юратманнипе ҫыхӑнман. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсене нейтраллӑ статуспа ҫеҫ ӑмӑртма ирӗк панӑ. Ирӗк панӑ ҫак вӑхӑт Наталья Пучкован тата ытти спорстменӑн иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Ҫавна май спортсменка Ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм тӗнчери федерацине тата тепӗр вӑхӑт нейтраллӑ майпа хутшӑнтарма ыйтса ҫырнӑ.

#Лос-Анджелес, #Спорт министерстви, #ӑмӑртусем, #Етӗрне районӗ, #спорт, #Япони, #Германи, #ҫӑмӑл атлетика, #чупу

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем