Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин олимпиадинче ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 24.04.2018 17:59 | 2186 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем тата «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйне виҫнӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисен олимпиадине Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 52 ача хутшӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ята Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак шкулӗнчи Регина Теплова тата Ираида Якимова, Тӑвай районӗнчи Тушкилти Лидия Морякова, Диана Мердеева, Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Матак шкулӗнчи Марина Ермолаева, Анастасия Иванова Анастасия, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Светлана Солдатова, Наталия Путякова, Мария Ядрицова, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулти Алена Ядрицова, Анастасия Мочалова, Шупашкар хулинчи 62-мӗш шкулти Нина Егорова тивӗҫнӗ.

#Вӑрмар районӗ, #Ҫӗпрел районӗ, #Шупашкар, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Пушкӑртстан, #Тутарстан, #ЧПГӐИ, #вӗренӳ, #ачасем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Аслӑ Чак, #Патӑрьел, #шкулсем, #Матак, #Йӗпреҫ районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/586.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем